Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене халалласа савăнăҫлă лару-тăру иртнĕ

Состоялось торжественное мероприятие, посвященное Дню сотрудника органов внутренних дел

Чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем професси уявне паллă тунă.  Мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова, влаҫ органĕсен ертӳҫисем, право хуралĕнче тăрăшакансем, ветерансен обществăлла организацийĕсенче тимлекенсем пуҫтарăннă.

Пухăннă хăнасем тĕрлĕ куравсене пăхса ҫаврăннă. Улатăр хулинчен килнĕ «Ушаковцы» ҫарпа патриотизм клубне ҫӳрекен ачасем вӗсене хăйсен пысӑк шайри пултарулăхӗпе паллаштарнă. 

Уява Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин «Талисман» ансамблĕ уҫнă. Кайран  сцена ҫине министерствăн ялавне торжествăлла майпа йăтса тухнă.

Савăнăҫлă лару-тăрăва пуҫтарăннисене чи малтан Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин саламланă. «Саккуна ҫирĕп пăхăнса йĕрке тытса пырасси – сирĕншĕн кулленхи ӗҫ кăна мар, ăна эсир хăвăрăн пурнăҫа шеллемесĕр ырми-канми тăрăшса, яваплăха туйса пурнăҫлатăр», тенĕ ĕҫтешĕсене саламланă май полицин генерал-майорĕ.   Министр пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре йĕрке пăсакансен шучĕ кăҫал 10 уйăх хушшинче 5,8 процент чухлĕ сахалланнă. Атăлҫи тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче Чăваш Республики ăнăҫлă ĕҫлесе пырать тенĕ вăл сăмах май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ йышăнакан мерăсене пула, профилактика ĕҫне анлăн ирттернипе, ҫак ĕҫе муниципалитетсене явӑҫтарнӑран тата финанс тĕлĕшĕнчен тĕрев панăран кăтартусем ырă енне куҫса пыни куҫкĕретех. Обществăлла вырăнсенче йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ чакни те ҫакнах ҫирĕплетет тенĕ министр хăйĕн докладĕнче. Кăҫал республикăн бюджетĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе 232 млн пăхса хăварнă. Полици ĕҫченĕсем валли тĕрлĕ условисем йĕркелес, кирлĕ пек мĕнпур хатĕрпе тивĕҫтерес  енӗпе ĕҫ планӗнче сахал мар тӗллев палӑртнӑ.

Ҫитес ҫул Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тата Шупашкар хула администрацийĕ пулăшу парсан, Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Логинов паттăра асăнса палăк ҫĕклесе лартасси те планра пур тенĕ ведомство ертӳҫи.

Пархатарлă ĕҫсемшĕн министр сумлă ветерансене тав сăмахĕсем каланă. Ҫӗршыв ертӳлӗхӗ ведомство умне лартнӑ пӗтӗм тӗллеве малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп тенĕ вăл. Уява пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаровăн салам ҫырăвне вуласа панă. 

Ентешсене палăртнă кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин тав тунă.  Юлашки ҫулсенче Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствин пурлăхпа техника бази тĕпрен ҫĕнелсе пынине каланă вăл, ведомствăра вăй хуракансен професси пĕлĕвĕн шайĕ ӳссе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ. 

«Сирӗн ҫӑ­мӑл мар ӗҫӗр республикӑра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне шанчӑклӑн ти­вӗҫтерме май парать. Эсир обществӑри йӗркелӗхе сыхлатӑр, преступлени тӑвассипе ҫи­рӗппӗн кӗрешетӗр. Эсир тăрăшнине пула преступленисене уҫса парасси курӑмлӑн ӳсет тата обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайра упранать. Шалти ӗҫсен органӗсен мӗнпур ӗҫченне тав тӑватӑп», тенĕ хăйĕн саламĕнче премьер-министр.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствинче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă ертӳҫĕсем. Уявра ытти официаллă хăнасем те саламланă, телей, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх, Чӑваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫитӗнӳсем суннă. 

Фоторепортаж



12 ноября 2018
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter