Чăваш Енре эмелсен хакĕсем Атăлҫи федераци округĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан тивĕҫлĕ

Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Канашлăва пухăннисем эмелсен хакĕсемпе ҫыхӑннӑ ыйтăва сӳтсе явнӑ, 2018 ҫулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи кăтартăва пăхса тухнă. 

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче халăха сипленме чи кирлĕ эмелсен хакĕсем вăтамран 2,7 процент чухлĕ чакни ҫинчен пĕлтернĕ.   Ыйтăва уҫăмлатас тесе эмелсен хакӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва кулленех мониторинг туса тăнине те каланă министр. Сиплев учреж­денийĕсенче чи кирлӗ шутланакан 50 эмелпе усă курнине пӗлтернӗ вӑл сӑмахне малалла тӑсса. «Цитрамон» хакĕ пысăкланнă, 12 тенкĕрен те иртнĕ. Ҫав вăхăтрах, «Пентафлуцин порошок»  119,61 тенкĕ пулнă пулсан, халĕ вăл 106,33 тенкĕ тăрать тенĕ министр«Анальгин», «Валерьянка», «Бор йӳҫекӗн спиртпа хутӑштарнӑ шӗвекӗ» йышши эмелсем хакланнă, «Кардиомагнил», «РезалютПро» эмелсен хакӗ вара пĕчĕкленнĕ.

Эмелсене централизациленӗ майпа туянни вӗсене сиплев учрежденийĕсене кӗске вӑхӑтрах курттăммăн валеҫсе пама май парать тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ министр.  



12 ноября 2018
13:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter