Чăваш Республикинче нумай ачаллă ҫемьесене ҫĕрсемпе тивĕҫтермелли саккуна кĕртнĕ улшăнусене ырланă

Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви хатĕрленĕ саккун проектне тишкерсе тухнă. Ĕҫ хутĕнче нумай ачаллă ҫемьесене ҫĕр лаптăкĕсемпе тивĕҫтермелли майсем пирки кĕртсе хăварнă, ăна федераци саккунĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ.

2019-мĕш ҫултан пуҫласа Раҫҫейре кăрлач уйăхĕнчен ҫĕнĕ саккун вăя кĕрĕ, «дачное хозяйство» ăнлав вырăнне ӳлĕмрен «садоводство» е тата «огородничество» пулĕ.  

Ҫĕнĕлĕхсем нумай ачаллă ҫемьесене ҫĕрсемпе тивĕҫтернĕ чух шăпах усă курăнасси те куҫкĕретех. «Малашне ҫемьесен строительство валли уйăрса хăварнă хăйсен куҫман пурлăхне регистрациленĕ чухне сад е пахча ҫимĕҫ лартса ҫитĕнтермелли вырăн теме ирĕк пулать», - хыпарланă Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева.

Кашни мăшăр хăйсене кирлĕ пек ят парса куҫман пурлăха регистрацилеме пултарать.

Палăртнă тăрăх, халăха ҫĕрсене ял тăрăхĕн харпăр хăй пурлăхĕ шутланакан пайран, ял хуҫалăх валли уйăрса хăварнă лаптăксенчен вара пахча ҫимĕҫ лартса ҫитĕнтермелли пай йĕркелеме пулать.  

Саккуна Чăваш Республикинче 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен ĕҫлеттерме йышăннă, мĕншĕн тесен амăшĕн капиталĕ те ҫав тапхăрччен пуласси паллă.

Ларура Чăваш Республикинчи мировой (тĕнче шайĕнчи) судьясем пирки калакан саккунĕнчи уйрăм статьясене  ҫĕнĕлĕхсем  кĕртсе хăварнă.

Икĕ саккунăн проекчĕсене те Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратаҫҫĕ.



14 ноября 2018
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter