Чăваш Енре сывлăх сыхлавне аталантарас тата халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес патшалăх программисене ҫирĕплетнĕ

Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Паян ларăва пухăннисем патшалăхăн икĕ программине тишкернĕ.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов сывлăх сыхлавне аталантарассипе ҫыхăннă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕн проекчĕпе паллаштарнă.

Патшалăх программин тĕп тĕллевĕ – халăхăн сывлăхне упрасси, пурăнас ĕмĕре тăсасси, вăраха кайса чирлессинчен сыхă тăрасси, пысăк технологисене пурнăҫа кĕртесси.  

«Паянхи кун тĕлне илес пулсан, ҫынсем 73 ҫултан та иртсе пурăнакансен йышĕ вăтам кăтарту.  Раҫҫейре 2030-мĕш ҫул тĕлне 80 ҫултан та иртсе пурăнакан халăх шучĕ ытларах пуласси те куҫкĕретех пулĕ.  Кун пек кăтарту патне илсе ҫитересси – тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Халăх ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесен, вĕсене валли кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратасси те кун йĕркинчех», – палăртнă министр.  

«Сывлăх  сыхлавне аталантарас» Чăваш Республикинчи патшалăх программи 2035-мĕш ҫулччен пулассине каланă, унта вара хушма программăсем 8 пулĕҫ тенĕ министр, вĕсенчен 6-шĕпе 2024-мĕш ҫулччен ĕҫлеме плана кĕртнĕ. Чĕрепе аптрассинчен, шыҫă чирĕсемпе вăраха кайса чирлессинчен, ачасем ăнсăртран вилессинчен асăрханса ирттерекен профилактика ĕҫĕсене, кулленхи тĕрĕслевсем ирттерме программăсем ятарлă пăхса хăварнă тенĕ вăл.  Ҫынсене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтерсе паха пулăшусем парас ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать тенĕ министр. Медицина тытăмĕнче кадрсен ыйтăвне те пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăну проекчĕ пирки ăнлантарса панă, программăпа регионта 2019–2035-мĕш ҫулсенче ĕҫлессине хыпарланă.     

 «Йышăнакан патшалăх программинче хушма 4 программа кĕрет. Маларахри тапхăрти программăра вĕсен йышĕ улттă пулнă, вĕсенчен иккĕшĕ Сывлăх сыхлавĕпе Юстици министерствисен программисем», – пĕлтернĕ Чăваш Енри ГКЧС председателĕ.  

Программăсен тĕллевĕ вышкайсăр лару-тăрусен йышне сахаллатасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, шывпа ҫыхăннă инкексен йышне чакарасси. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче «112» система ĕҫлеме пуҫланă, кăтартăва 100 процента ҫитересси те планра пур тенĕ председатель.

«Патшалăх программи вăя кĕрсен, 2035-мĕш ҫул тĕлне халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси кирлĕ пек шайра пулса пырасси куҫкĕртех. Социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне ҫирĕп аталанса пыма витĕм кӳресси актуаллă», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ Вениамин Петров. 



14 ноября 2018
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter