Чăваш Ен Правительствинче республика бюджетне епле пурнăҫланин ыйтăвне тарăн пăхса тухнă

 Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ку хутĕнче ăна Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.  Кун йĕркинче бюджет ыйтăвĕсем те пулнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина кăҫал чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджетпа епле ĕҫлесе пыни ҫинчен каласа кăтартнă.

Республика бюджетне вунă уйăх хушшинче пĕтĕмпе 39,59 млрд чухлĕ тупăш кĕнĕ, планпа пăхса хăварнинчен 82 процент шутланать, вĕсенчен харпăр хăй тупăшĕ республикăн 24,5 млрд пулать. Каялла тавăрса памалли мар укҫа республика хыснине 15 млрд яхăн кĕнĕ. Пĕлтĕр ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан 10 процент чухлĕ ӳсни курăнать.  Налуксенчен те сахал мар укҫа пуҫтарăннă, кăтарту 12 процент чухлĕ хăпарнине пĕлтернĕ Светлана Енилина.

«Республикăн харпăр хăй тупăшĕ пĕчĕкех мар, Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче 7-мĕш вырăнта тăрать, налуксенчен кĕнĕ укҫа кăтартăвне пăхас пулсан 5-мĕш вырăнта», – тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ.  

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 33,39 млрд танлашать. Ӳсĕм пурри сисĕнет, кăтарту 5,6 процента ҫитнĕ. Укҫа виҫин чи пысăк пайĕ вĕрентӳ тытăмне куҫнă, кăтарту 10,8 млрд танлашать.  Социаллă сферăна – 10,1 млрд, сывлăх сыхлавне республика бюджетĕнчен 2,4 млрд куҫарнă, ФОМС шутне илсен кăтарту вара 13,3 млрд ҫитет.  

Кăҫалхи ҫул валли республика бюджетĕнче тăкак пайĕн виҫине хăпартнине, 15 процент ытла ӳстернине хыпарланă Светлана Енилина, хальлĕхе  вара мĕнпур укҫан 66 проценчĕпе усă курнине пĕлтернĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата вăхăтра усă курмаллине чĕнсе каланă. Уйрăмах патшалăх программисене пурнăҫа кĕртсе пынă чухне тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юраманнине асăрхаттарнă.  

Район тата хула администрацийĕсене республика хыснинчен куҫарса памалли субсиди йĕркине ҫирĕплетнĕ. Енчен те асăннă ыйтусемпе тивĕҫлĕ ĕҫлесе пымасан, хушма укҫа объектсене пурнăҫланă чухне муниципалитетсенчен уйăрмасан, ыйту кирлĕ пек пулмĕ тесе палăртнă вăл, субсидисене каялла муниципалитет пĕрлешĕвĕсен республика хыснине куҫарса пама тивет, йĕрке ҫирĕп тенĕ ертӳҫĕ.

Правилăсене пурин те пăхăнмаллине асăрхаттарнă Светлана Енилиа.

Республика Правительстви ҫынсен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи пирки калакан йышăнăва ҫирĕплетнĕ. Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев кăтартăва регионта кашни квартал валли пăхса хăварнине асăннă. Ҫĕнĕлĕхсене таварсен хакĕсене кура, улăштарса пынине палăртнă министр. Кăҫал виҫҫĕмĕш кварталта ҫӳлерех асăннă укҫа виҫи 0,6 процент чухлĕ хăпарнă, вăл 8791 тенкĕне ҫитнĕ, пенсионерсен виҫи вара  7170 танлашать, ачасен – 8834 тенкĕ.  Кăтарту кăштах улшăнса пынине, тепре чухне пахча ҫимĕҫ хакĕ кĕркуннехи тапхăрта чаксан, халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи те ылмашăнĕ тенĕ.



14 ноября 2018
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter