Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа «Санаторий «Чувашиякурорт» акционерсен обществинче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ визитпа «Санаторий «Чувашиякурорт» акционерсен обществинче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Ертӳҫĕ кунта сиплев учреждение епле реконструкциленине пăхса ҫаврăннă. Унпа пĕрле палăртнă кун Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин сиплев учрежденийĕн пĕрремĕш ҫумĕ Ирина Виноградова ҫӳренĕ.

Аса илтеретпĕр, 2016-мĕш ҫултан пуҫласа «Чувашиякурорт» санаторийĕн хуҫи «Завод «Чувашкабель» АО пулса тăнă.  Объекта инвестици хывнине пула, калама ҫук илемлĕ пулса тăнă, пĕтĕмпех модернизациленнĕ.

Хальхи вăхăтра сиплев учреждение тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлассипе хĕрӳ ĕҫ пырать, кăтарту 90 процентран та иртсе кайнă. Сиплев учрежденийĕнче кирлĕ пек мĕнпур уйрăмсене хатĕрлесе ҫитернĕ.  Хăна ҫурчĕ илĕртӳллĕ,  ресторан халăх кăмăлне каять. Ҫуртăн ҫивĕттине улăштарнă, фасада ҫĕнетнĕ, канма пыракансен автомашинисене вырнаҫтарса лартмалли ятарлă лаптăк та хатĕрлесе тăратнă.

2016–2018-мĕш ҫулсенче пурĕ 213,7 млн инвестици хывнă. Вĕсенчен 117,9 млн строительство ĕҫне, 95,8 млн кирлĕ пек сиплев хатĕрĕсене туянма тăкакланă.

Иван Моторин «Санаторий «Чувашиякурорт» АО генеральнăй директорĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Светлана Тюрниковăпа сиплев учрежденийĕн ĕҫĕпе  тĕплĕн паллашнă, тĕрлĕ хатĕрсене курса хакланă.

«Паян эпир ҫынсене реабилитацилеме пулăшатпăр. Ҫакă пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Уйрăмах ыйту йывăр сусăрланнă ҫынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ хуҫа тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. Шалкăм чирĕ, ура, алă айăпланнă хыҫҫă халăх вăраха кайса тăна кĕрет. Вĕсене валли пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем те ҫителĕклĕ учрежденире. Ҫак кун хăнасем кăнтăрлахи уйрăма ҫӳремелли стационарпа кăсăкланнă.  Кунне сиплев учрежденийĕ 800 ытла ҫын йышăнма пултарать тенĕ вырăнти тухтăрсем. Кун пирки ҫирĕплетсе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне.

Республикăра пурăнакансем кунта ОМС шучĕпе е тата хушма укҫа тӳлесе хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме пултараҫҫĕ.

Палăртса хăваратпăр, ҫулсерен сиплев ҫуртĕнче 5 пинрен пуҫласа 10 пине яхăн ҫын канать.  Кăҫал паянхи кун тĕлне 15 пин те 667 ҫын сывлăха ҫирĕплетме те ĕлкĕрнĕ.  

Фоторепортаж



14 ноября 2018
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter