Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ҫула ҫитмен ачасен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Правительственной комиссии по делам несовершеннолетних и защите их правЧӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ҫула ҫитмен ачасен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ҫамрăк ачасем харпăр хăй ҫине алă хурасран асăрханасси, профилактика ĕҫне йĕркелесси.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин  министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче регионта профилактика ĕҫне ведомствăсем хушшинче йĕркеленĕ ĕҫ планĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫласа пынине каланă. Палăртнă мероприятисене Вĕренӳ, Сывлăх сыхлавĕ, Шалти ĕҫсен пайĕ, Ĕҫпе  социаллă хӳтлĕх, Информаци политики тата ытти министерствăсем хастар хутшăннине палăртнă.  Кунне-ҫĕрне пăхмасăр республикăра «хĕрӳ лини» ĕҫленине, унта 8-800-2000-122 номерпа шăнкăравласа тухма май килнине хыпарланă. Ку телефон номерĕпе шăнкăрав тӳлевсĕр. Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пурĕ 11413 пĕлтерӳ тунă, вĕсенчен 139-шĕ вара ачасем харпăр хăй ҫине алă хума шут тытнисен тĕслĕхĕсемпе ҫыхăннă. 2018-мĕш ҫултан пуҫласа республикăра пурăнакансене хӳтĕлессипе ятарлă проект ĕҫлеме тытăннă, унăн ячĕ «Защита персональных данных: основа безопасности в Интернете».   

Вĕрентекенсен пĕлӳ шайне ӳстерес тĕллевпе кăҫал юпа уйăхĕн 23-30-мĕш кунĕсенче ятарлă курс ирттернĕ, вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă.

Ҫамрăк ачасем хăйсем ҫине алă хунин сăлтавĕ – ашшĕ-амăшĕсене ăнланманни, пĕрне-пĕри шанманни. Шкулта юлташсемпе хирĕҫни, чуна кăмăла каякансемпе «пĕр чĕлхе» тупайманни.  Юрату теми те кун йĕркинчех.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Ирина Виноградова хăйĕн сăмахĕнче  ҫула ҫитмен ачасене сиплени пирки чарăнса тăнă. Тăтăшах вĕсемпе тухтăрсем  кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен витĕм кӳрекен калаҫусем те йĕркеленине пĕлтернĕ. Ачасем хушшинче ытларах чухне патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытмалли тапхăрта та сахал мар кăлтăксем сиксе тухнине, психологи тĕлĕшĕнчен ҫамрăксем аманнине асăннă.  Сăмах май, ялти шкулсенче те йывăрлăхсем сахал маррине, унта та планпа килĕшӳллĕн тĕллевлĕ калаҫусем специалистсем йĕркелесе пынине палăртнă. Кун йышши мероприятисенче 30 пин ытла ачана явăҫтарма тӳр килнине хыпарланă вăл.  

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн ҫумĕ Виктор Ковалев докладра вĕсен специалисчĕсем кăҫал 14 муниципалитетра пулнине, 113 ҫемьепе тĕплĕ калаҫу ирттернине, сусăр ачасемпе уҫă калаҫусем сахал мар тунă тенĕ.

Паянхи куна илес пулсан, республикăра йывăр ҫемьесене пулăшас тĕллевпе, ятарлă социаллă служба йĕркеленĕ. Хальлĕхе вĕсен патĕнче  учетра 2193 ҫемье тăрать.  Кашни мăшăр сусăр ачана тӳрĕ ҫул ҫине тăратассипе тăрăшать.  

Паян ларура Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар районĕсенчи комиссисен ĕҫĕсене пăхса тухнă, ҫӳлерех асăннă ыйтусемпе вĕсем епле ĕҫленине тишкернĕ.  

Ларăва пухăннисем Правительство комиссийĕн пĕтĕмлетӳ ĕҫне хакланă.  Кăҫал пурĕ 10 канашлу ирттернĕ, вĕсенче 21 ыйту пăхса тухнă. Кăтарту та ҫук мар, ҫамрăксем хушшинче йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ ӳсмен 11,3 процент пĕчĕкленнĕ, ачасем харпăр хăй ҫине алă хунă тĕслĕхсен шучĕ 0,7 процент чухлĕ чакнă.

Правительство комиссийĕн пайташĕсем 2019-мĕш ҫул валли плана пăхса тухнă, ҫирĕплетсе хăварнă.  

Фоторепортаж



15 ноября 2018
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter