Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче ҫитес ҫул валли, планпа килĕшӳллĕн 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккун проектне пăхса тухнă

Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ пулнă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" калакан саккун проектне тишкересси. Палăртнă ĕҫе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă.

Бюджетăн тĕп кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă.

Финанс тĕлĕшĕнчи тĕп ĕҫ хучĕ республикăн харпăр хăй тупăшне кура йĕркеленнĕ.  2019-мĕш ҫула валли республика хыснин тупăш пайĕ 27 млрд 985,2 млн танлашать, планпа килĕшӳллĕн 2020-мĕш ҫула – 29,2 млрд, 2021-мĕш ҫулта – 30,7 млрд пуласси паллă.

Бюджетăн тупăш пайне витĕм кӳрекенни – налуксенчен пухăнакан укҫа виҫи, вăл 8,2 млрд пулать. Акцизран та сахал мар тупăш бюджета кĕнĕ, кăтарту самай – 3,9 млрд тенкĕ.   

2019-мĕш ҫулта каялла тавăрса памалли мар укҫа виҫи 19,4 млрд пулать.  Федераци бюджетĕнче 2019-мĕш ҫул валли региона 11 млрд 114,9 млн куҫĕ, 2018-мĕш ҫулхичен кăтарту 12 процент нумайрах хăпарни курăнать тенĕ ведомство ертӳҫи.  Ҫапла майпа вара, республика бюджечĕ 2019-мĕш ҫулта  47,4 млрд, 2020 ҫулта –  43,3 млрд, 2021 ҫул валли 44 млрд  пулĕ.  Хальлĕхе федераци енчен куҫакан пулăшăва туллин пайласа хăварманнине асăннă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ.    

2019 ҫул валли палăртнă республика бюджетĕнче тата планпа пăхса хăваракан 2020–2021-мĕш ҫулсем валли йышăнакан хыснара тăкаксен пайне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă 204-мĕш №-лĕ  Указри  палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăнтарнă.  Указри плансене пурнăҫлама 2019 ҫул валли 7 млрд ытла пăхса хунă, вăл шутран федераци бюджетĕнчен 3,9 млрд куҫать. Ҫитес виҫĕ ҫуллăх йышăнакан республика бюджетĕнчи тăкак пайĕ вара малтанласа палăртса хунă тăрăх 17,6 млрд пуласси куҫкĕретех.  

Пĕтĕмпе республика бюджечĕн тăкак пайĕ 2019 ҫулта 46 млрд 257,2 млн пулĕ, 2020 ҫулта – 43,2 млрд , 2021 ҫулта – 43,3 млрд.   Ытларах укҫа-тенкĕ социаллă ыйтусене пурнăҫа кĕртме тăкакланасси паллă.  Социаллă культура пайне 2019 ҫулта 31,7 млрд куҫĕ, кăтарту мĕнпур палăртса хунă республика бюджетĕнчи тăкакран 68, 6 проценчĕ шутланать.   

Вĕренӳ пайне мĕнпур палăртнă кăтартуран 29,1 процент чухлĕ укҫа куҫать, унти строительство тытăмĕ валли 2019 ҫулта планпа пăхса хăварнă тăрăх 1 млрд 180,9 млн уйăрĕҫ, вĕсенчен  579,4 млн 11 ача сачĕн пуҫланă строительство ĕҫне вĕҫлеме тăкакланĕ.   Сывлăх сыхлавне аталанма 2 млрд 592,8 млн палăртса хунă, пĕтĕмпе  сиплев пайне 2019 ҫулта 18 млрд 165,1 млн тăкакланма плана кĕртнĕ.

Культура тата туризм ыйтăвĕсемпе ĕҫлеме 2019 ҫулта 1 млрд 798,3 млн пăхса хăварнă.  Спорта – 746,7 млн, спорт объекчĕсен строительство ĕҫне 270,5 млн пăхса хунă.

Социаллă политика валли 2019 ҫулта 13,5 млрд куҫать, 2018-мĕш ҫулхинчен кăтарту 6,1 процент чухлĕ пысăкрах. Палăртса хăвармалла, сусăр ҫынсене патшалăх енчен куҫакан укҫа-тенкĕсем пĕтĕмпех пуласси те куҫкĕретех, вĕсене  валли пĕтĕмпе 7 млрд 835,5 млн уйăрнă.

Ҫул-йĕр фончĕ ҫитес ҫулта 4,3 млрд танлашĕ.  Тĕрев ытларах вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене вăй илтерме пулĕ.  

ЖКХ тытăмне 2019 ҫулта 629,6 млн уйăраҫҫĕ, ҫитес тапхăрта ҫĕнĕ проектсене те пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.

Вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсене аталантарас ĕҫе те сахал мар тимлĕх уйăрнă. Республикăри мĕнпур муниципалитетсем валли республика бюджетĕнче ҫитес 2019-мĕш ҫул валли 1 млрд 057,7 млн уйăрнă.   Район тата хуласенче инфратытăм ҫĕнелтĕр тесе сахал мар укҫа-тенкĕ республика хыснинчен тăкакланать.  Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем ҫӳллĕ шайра ĕҫлеҫҫĕ, вĕсене валли те ҫулсерен укҫа-тенкĕ парса пулăшаҫҫĕ республика бюджетĕнчен.  2017–2018 ҫулсенче пурĕ 165,5 млн уйăрнă пулсан, виҫĕ ҫуллăх йышăнакан республика хыснинче вара вăл кăтарту тата пысăкрах, ҫулсерен 113,2 млн куҫса пырасси те куҫкĕретех.  

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче 2018 ҫул валли йышăннă бюджета ҫĕнĕлĕх кĕртесси пирки калакан саккун проектне те пăхса тухнă.  Тӳрлетӳсем хыҫҫăн, республика бюджечĕн тупăш пайĕ ӳснĕ, кăтарту 1 млрд 686 млн  пулать. Ҫапла майпа вара пурĕ 49 млрд 407,9 млн, 2017 ҫулхинчен 12,4 процент пысăкрах. Республикăн харпăр хăй тупăшĕ 1 млрд 572,2 млн ӳснĕ, пĕтĕмпе вара вăл 8,8 млрд пулать, пĕлтĕрхинчен кăтарту 16,5 процент пысăк пулни курăнать.    

Фоторепортаж



16 ноября 2018
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter