Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин район, хула администрацийĕсен ертрӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Пред­седателĕ Иван Моторин район тата хула администрацийĕсен ертрӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, тариф хакĕсем тата ытти те. Ку хутĕнче мероприятине видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ.  Унта ятарлă министерствăсен ертӳҫисем те хутшăннă.

«Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсене халăх асӑннă ыйтупа час-часах ҫăхавсем те сахал мар тăратать. Енчен те пĕрне-пĕри ăнланса тата килĕштерсе вӑй хумасан ӑнӑҫу пуласси иккĕлентерет. Ҫавна май  ку ыйтупа мĕнпур тытăмра ĕҫлекенсен тĕллевлĕн ĕҫлемелле», тенĕ республикăн премьер-министрĕ.  Регионти операторсен те тимлĕхе ҫухатмалла мар, халăхпа май килнĕ тачӑрах хутшӑнса ĕҫлемелле.

«Ҫĕнĕ ҫулччен мĕнпур ыйтӑва туллин татса памалла. Никам умне те  йывăрлăх кăларса тăратма юрамасть», сăмаха малалла тăснă Иван Моторин.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн иртнĕ эрнере районсемпе хуласенче ятарлă рейд ирттернĕ, пĕтĕм­летӳсене видеоканашлура анлăн сӳтсе явнă.  Канашлу вăхăтĕнче коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксем пирки те сăмах хускатнӑ, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.   Ҫавăн пекех унта хуҫалăхсенче пухăнакан йăлари хытă каяшсене пухмалли ятарлă вырăнсем йӗркелемеллине палăртса хӑварнӑ. Уйрăмах ҫак ыйту республикăри ял тăрăхĕсенче питĕ ҫивӗч пулнине асăннă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж



19 ноября 2018
13:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter