Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Михаил Игнатьев принял участие в открытии новых модульных ФАПов в Ядринском районе

 Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Асӑннӑ муниципалитетра ҫак кун ҫĕнĕ ФАПсем уҫăлнă, ҫавӑн пекех республикăри хăш-пĕр сиплев учрежденийĕсен ертӳҫисене куҫса ҫӳрекен медицина комплексĕсен уҫҫисене хаваслă лару-тăрура парса чысланă.  

Мероприятине Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Владимир Иванов, Валерий Павлов, Етĕрне районĕн ертӳҫи Андрей Софронов тата та ытти официаллă ҫынсем хутшӑннă.

Михаил Игнатьев ялта пурăнакансене савӑнӑҫлӑ пулăмпа саламланă.  Раҫҫей Президенчĕ В.В.Путин 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указĕнче ял тăрăхĕсенче пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерес ыйту чи приоритетлисенчен пĕри пулса тăнине асăннӑ вăл хӑйӗн сăмахӗнче, ҫĕршыв Ертӳҫи Владимир Путин палăртнă ыйтусем пурнăҫа туллин кĕрсе пынине каланă.

«Паян пурнăҫланса пыракан ĕҫсем пĕтĕмпех халăх валли пĕлтерĕшлĕ, вĕсем ҫынсене вăхăтра диспансеризаци иртме май параҫҫĕ. Асӑннӑ маероприяти чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма май парать. Усал чирсем ҫынсене вăрах вӑхӑт асаплантарасран сыхланма пулӑшни те куҫкĕретех. Медицина ĕҫченĕсем  ҫапла майпа диагноза ҫийӗнчех палӑртма пултараҫҫĕ», – тенӗ Михаил Игнатьев.    

2013-мĕш ҫултан пуҫласа республикăри ялсенче медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Пĕрле ĕҫлесе пурăнмалла», – халăх программипе тата ял территорийĕсене аталантармалли республика программисемпе килĕшӳллĕн пĕтĕмпе регионта ҫĕнĕ 179 ФАП хăпартса лартнă. Пурĕ 5 ҫул хушшинче ҫав объектсене тума 503 млн ытла тăкакланă. Ҫитес ҫулта тата та ҫĕнĕ 25 ФАП хăпартса лартма плана кĕртнĕ.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Софронов хăйĕн сăмахĕнче республика Ертӳҫине муниципалитета комплекслă аталанса пыма пысăк тĕрев панăшăн тав тунă. Юлашки ҫулсенче районта 10 ҫĕнĕ ФАП тунă.  Ҫитес ҫул та тепĕр икĕ сиплев учрежденийĕ хăпартса лартма тĕллев лартнă тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Муниципалитетра инфратытăм ҫирĕп - ҫĕнĕ шкулсем, культура ҫурсĕсем хăтлă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ витĕм кӳнине кура, районта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пуҫламăш шкул хăпартăнать. Унта харăсах 300 ача вĕренме пултарать.

Савăнăҫлă лару-тăрура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Ивановпа Валерий Павлов пуҫтарăннă ҫынсене саламланă, малашне ҫынсен сывлăхне упрассипе ҫыхӑннӑ ĕҫсем анлăрах пулса пырассине, халăх шучĕ те ӳсме пултарассине асăннă.   Регионти районсен тĕп сиплев учрежденийĕсен ертӳҫисене палăртнă кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ куҫса ҫӳрекен мобильлĕ сиплев комплексĕсен уҫҫисене парса чысланă.  

2018 ҫулта республикăна 5 мобильлĕ ФАП килсе ҫитнĕ.  Вĕсене пĕтĕмпех Раҫҫей Президенчĕн резерв фончĕ витĕм кӳнĕ. Автомашинăсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ, унта условисем ҫителĕклĕ, халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме меллĕ.    

Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тепĕр автомашина килсе ҫитĕ. Пурĕ 2019-2021-мĕш ҫулсенче наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, сывлăх сыхлавне аталантарма пурĕ 16 мобильлĕ ФАП тума плана кĕртнĕ, вĕсене аякра вырнаҫнă ялсене илсе ҫитерме тĕллев лартнă.

Етĕрне тăрăхĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ визитпа пулнă май, хулана кĕрсе тухнă, К.В. Волков ячĕпе хисепленекен тĕп больницăри юсав ĕҫне курса хакланă.  Палăртса хăваратпăр: ҫурта 1989 ҫулта ҫĕклесе лартнă.  Кăҫал объекта юсама республика бюджетĕнчен 4,5 млн уйăрнă. Ҫуртăн ҫивĕттине, кантăксене тĕпрен ылмаштарнă. 2019 ҫулта вара пысăк юсав ĕҫĕсене йĕркелеме пăхса хăварнă. Ҫакӑн валли 62 млн тенкӗ куҫарма палӑртнӑ. Регион Пуҫлăхĕ тавралăхри тирпейлĕх ҫине те тимлĕх уйăрнă, вырăнти пуҫлăхсене халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйту ҫине анлăрах тишкерме хушнă. Михаил Игнатьев пуҫламăш шкулта строительство ĕҫĕсем мӗнлерех пынипе те кăсăкланнă. Етĕрне хулинче иккĕмĕш сменăна 292 ача ҫӳрет. Ҫĕнĕрен хута каякан объект валли республика хыснинчен 160 млн ытла тăкакланă.  Строительство ĕҫне кăҫал ҫурла уйăхĕнче пуҫланă.  Контракт условийĕпе килĕшӳллĕн, ăна 2019 ҫулта ҫу уйăхĕн вĕҫĕнче ӗҫе кĕртмелле. «Ҫĕнĕ шкул хулара ачасене иккĕмĕш сменăпа вĕрентессине пăрахăҫлĕ.  Район ертӳлĕхĕ палăртнă ыйтăва вăхăтра татса парассине, шкула планпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртессине те», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Ҫула май Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе пăхса ҫаврăннă, хăш-пĕр кăлтăксем пирки асăрхаттарса хăварнă.  Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе активлăрах ĕҫлеме каланă, унта ҫынсене хăйсене явăҫтарни вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.   

Фоторепортаж



02 ноября 2018
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter