Коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции

Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Мероприятине патшалăх влаҫ органĕсенче ĕҫлекен ертӳҫĕсем, тĕрĕслевпе асăрхав службисен пуҫлăхĕсем, республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă. Ларура ҫурт-йĕр строительствипе ҫыхăннă патшалăх программине тĕпе хурса укҫа-тенкĕне епле тăкакланине, ЖКХ тытăмĕнчи ыйтусене те тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Республикăра пурăнакансем валли пĕлтерĕшлĕ программа пулнине кура, 2016–2018-мĕш ҫулсенче социаллă ыйтăва татса пама пĕтĕмпе 1 млрд 900 млн тăкакланине асăннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 2016–2017-мĕш ҫулсенче 1500 ҫемьене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтернĕ.  Кăҫал 550 ҫемье ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ. Халăхăн хваттер ыйтăвĕсене татса парас енӗпе патшалăх сахал мар тăкакланать. Регион Пуҫлăхĕ тӗп тĕллев пулăшупа тухăҫлă усă курасси пулнине палӑртнӑ. Ҫавăнпа та патшалăх тĕревĕпе усă куракансен списокне ҫирĕп тĕрĕслевре тытмаллине, тĕлли-паллисĕр ҫынсене унта кĕртсе хăварма юраманнине асăрхаттарнă.

Тĕрĕслевпе асăрхав служби укҫасемпе ҫамрăк ҫемьесем тĕллевлĕн усă курнине тӗплӗн тĕрĕсленĕ, вĕсем хваттерсем илнĕ хыҫҫăн ял тăрăхĕнче 5 ҫултан кая мар ĕҫлеменнине асăрханă. Палăртнă ыйтупа Чăваш Енри тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова паллаштарнă, кунсăр пуҫне ытти ҫитменлĕхсем пулнине те палӑртнӑ вӑл. Пĕтĕмпе  финанс тĕлĕшĕнчен йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем 113,5 млн тенкӗпе танлашнӑ тесе хакланă вăл. Тĕллевлĕн усă курманни те пуррине, кăтарту 11,1 млн тенке ҫитнине пĕлтернĕ. 

Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Строительство тата Ял хуҫалăх министерствисене ҫынсене субсидипе тивĕҫтериччен чи малтан хытă тĕпчемеллине, программăри йĕркесене вĕсем тивĕҫтерме пултарнипе-пултарайманнине те хакламалла тенĕ. 

«Миллионшар укҫа тăкаклатпăр, анчах та йĕрке пăсакансем те тупăнсах пыраҫҫĕ.  Патшалăх программи тĕллевлĕн пурнăҫа кĕмест. Влаҫ органĕнче ĕҫлекенсене ҫынсем ĕненме пăрахаҫҫĕ.  Вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансен ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть, ҫемьесене ҫирĕп тĕрĕслемелле», – асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Финанс министерстви те сахал мар тĕрĕслев йĕркеленĕ. Кăтартусемпе министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Фарида Муратова тĕплĕн паллаштарнă. Йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă, ытларах ҫитменлĕхсем Ҫĕнĕ Шупашкарта тӗл пулаҫҫĕ. Хула хăтлăхне хӑтлăлатас программăпа та кăлтăксем пуррине каланă министр тивĕҫне пурнăҫлакан.  2018 ҫулта 86 объекта тĕрĕсленĕ, 25 млн укҫа-тенкӗне бюджета каялла тавăрса пама тивессине те палӑртнӑ вăл.

«Финанс енĕпе йĕркесĕрлĕх пулсан, ҫийĕнчех актсем ҫырмалла, ҫитменлĕхсем пирки право хуралĕнче тăрăшакансене пӗлтермелле», чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.  ЖКХ пайĕнчи тĕрĕслевсемпе республика прокурорĕ Василий Пословский паллаштарнă. Вӑл та йĕркесĕрлĕхсем пуррине ҫирĕплетнĕ. Саккунсăр майпа право акчĕсене йышăнса хăварнă тĕслĕхсем пуррине хыпарланă прокурор, уголовлă майпа пурĕ 5 ĕҫ пуҫарнине те асăнса хăварнă.  Граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарассипе ĕҫленĕ программа пирки те сăмах хускатнă, ку ыйтупа РФ казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн   ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Николай Кондратьев сӑмах илнӗ.

 

Фоторепортаж



02 ноября 2018
11:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter