Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – тăлăх ачасене тата нумай ачаллă ҫемьесене хваттерсемпе тивĕҫтересси

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – тăлăх ачасене тата нумай ачаллă ҫемьесене хваттерсемпе тивĕҫтересси.   

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Максимов хăйĕн докладĕнче кăҫалхи ҫул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 2032 ача хваттер илме черетре тăнине хыпарланă. Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерствипе килĕшӳ тунă ĕҫ хутне тĕпе хурса, 2018 ҫулта Чăваш Республикинче пурăнакан тăлăхсене хваттерсем илме федераци бюджетĕнчен субсиди пама  53,5 млн пăхса хăварнă. Вăл килĕшĕве пула, пурĕ 55 тăлăха ҫурт-йĕрпе тивĕҫтермелле. Республика бюджечĕ те вĕсене валли хушма укҫа уйăрать, унăн калăпăшĕ 3,4 млн кая мар. Чăваш Енĕн республика бюджетне юлашки тӳрлетӳ кĕртнĕ хыҫҫăн, виҫе  кăҫалхи ҫула валли 93,2 млн ҫитнĕ.  

Мĕнпур ҫăлкуҫсенчен пурĕ 2018 ҫулта тăлăх ачасене ҫурт-йĕрсемпе тивĕҫтерме 146,6 млн пăхса хăварнă.  Вăл пулăшупа тăлăха юлнă 150 ачана хваттер парса пулăшма май пулать.    

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне пурĕ уйăрса хунă мĕнпур укҫаран республика 49,8 млн  усă курнине хыпарланă. Палăртса хунă планран ҫак кăтарту 47 процентпа танлашать.  Пурĕ 55 ҫурта тирпейлесе хатĕрлесе тăратнă, тепĕр 6-шĕ кĕҫ-вĕҫ хатĕр пулĕ, вĕсене те тӳлесе татма тĕллев пуррине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тепĕр 17 ҫуртăн строительство  ĕҫне пĕтересси те паллă, объектсем 8 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче вырнаҫнă. Ҫурт-йĕр туянма е строительство ĕҫне пуҫлама паянхи кунччен те муниципалитет контракчĕсене йĕркелесе ҫитерменнисем пур-ха, 28 ачан шăпине хальлĕхе татман.  Ку енĕпе Шупашкар хула администрацийĕ сӳрĕк ĕҫлени сисĕнет.   

Нумай ачаллă ҫемьесене ҫурт-йĕрсемпе тивĕҫтерес ыйтупа регионта тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ. 2018-мĕш ҫулта республика хыснинчен пурĕ, юлашки тӳрлетӳсене пăхсан, 65 млн уйăрнă.   Ҫак укҫапа пĕтĕмпе 26 ҫемье хăйсен хваттер ыйтăвĕсене татса пама пултарать.   

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне палăртнă кăтартуран 25,9 млн усă курнă, вăл 42 процент шутланать.   11 ҫемье валли хăпартса лартăнакан ҫуртсен строительство ĕҫне вĕҫленĕ, объектсем республикăри 8 муниципалитетра вырнаҫнă. Тепĕр виҫĕ ҫурт туянма муниципалитет контракчĕсене те алă пусса ҫирĕплетнĕ, вĕсем: Улатăрта, Каҫал енче. Тепĕр 5 ҫуртăн строительство ĕҫне те кĕҫех вĕҫлесси куҫкĕретех. Укҫа-тенкĕне палăртса хунă виҫерен кăштах юлса тăкакланни сисĕнет. Ҫуртсен строительство ĕҫĕсем вĕҫленменнине кура, пулăшăва тулли куҫарса пама май ҫук, ҫавна май ĕнтĕ процент та пĕчĕкрех пулни хальлĕхе сисĕнет. Объектсене хута ярсан, пĕтĕмпех палăртса хунă евĕр планпа килĕшӳллĕн укҫа-тенкĕсем тĕллевлĕн тăкакланса пĕтессе хыпарланă Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Максимов.     

Паянхи кунччен те Вăрнар районĕпе Шупашкар районĕнче нумай ачаллă ҫемьесене хваттерсемпе тивĕҫтерме муниципалитет контракчĕсене алă пуса ҫирĕплетмен. Вăл сăлтава пула,  муниципалитета уйăрнă укҫа-тенкĕне ытти районсене уйăрса панă.  Калăпăр, Шупашкар хула администрацийĕ  нумай ачаллă 4 ҫемьене хваттерсемпе тивĕҫтерме муниципалитет контрактне алă пусса ҫирĕплетмен, кăтарту сахал мар, 12,7 млн танлашать. Хальхи вăхăтра ҫак ыйтăва вырăнтан тапратнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкар хула администраци ҫӳлерех асăннă ыйтусемпе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пыманнине, Чăваш Республикин Строительство министрĕ тĕллевлĕн тĕрĕслевсем йĕркелесе пыманнине асăрхаттарнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсемпе юлса ĕҫлеме никамăн та ирĕк пулманнине тепĕр хут аса илсе хăварнă вăл. Юлашки ҫулсенче строительство пайĕ  регионта лайăх ĕҫлени курăнать, микрорайонсенче вĕсем комплекслă строительство ĕҫне пурнăҫласа пыраҫҫĕ тенĕ, апла пулсан, яланах пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлессишĕн пурин те тăрăшмалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Иван Моторин,  2018 ҫул валли уйăрнă укҫа-тенкĕне тĕллевлĕн усă курса, халăх патне илсе ҫитрмеллине чĕнсе каланă, тăлăх ачасем, нумай пепкеллĕ ҫемьесен те хваттерлĕ пулмалла тенĕ.

 



20 ноября 2018
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter