Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Евгений Дитрих ертсе пынă ирхи апатлану мелĕпе йӗркеленӗ анлă канашлăва Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев в Москве принял участие в мероприятиях «Транспортной недели»Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Мускавра, унта вăл Пĕтĕм тӗнчери «Транспорт эрни–2018» ХII-мĕш форум ĕҫне хутшăнать. Чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей Федерацийĕн транспорт министрĕ Евгений Дитрих ертсе пынă ирхи апатлану мелĕпе йӗркеленӗ анлă канашлура пулă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – инфраструктурӑна ҫĕнетесси, комплекслă плана пурнăҫа кĕртесси, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсем. 

Мероприятине федерацин, регионсен ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, транспорт тытăмĕнче ĕҫлекен пуҫлăхсем, РФ регионĕсен пуҫлăхĕсем, тĕрлĕ пысăк компанисен ертӳҫисем, ăсчахсем,  инвесторсем, обществăлла организацисен представителĕсем, банк тытăмĕнче вăй хуракансем чылайăн пухăннă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указне пурнăҫа кĕртнӗ шайра Раҫҫей Транспорт министерстви транспорт инфратытăмне модернизацилес тата ҫĕнетес тӗллевпе комплекслă план йышăнса хăварнă.  Унта пĕтĕмпе федераци енчен тăхăр проект пулать. Вĕсен тĕллевĕ – транспорт ыйтăвĕсене уҫăмлатасси, транспорт енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсене ҫĕнĕ шая ҫӗклесси.  Палăртнă проектсенчен хăшĕ-пĕрисене  федераци укҫи-тенкипе пурнăҫа кĕртме палӑртнă.  Комплекслă плана туллин пурнăҫа кĕртес пулсан бюджет тулашӗнчи укҫа-тенкĕне те явăҫтармалла пулĕ тенĕ ертӳҫĕсем канашлура. 

Ирхи апатлану вăхăтĕнче хăш проект валли маларах укҫа-тенкӗ уйӑрассине, ҫав ĕҫе инвесторсене явӑҫтарас тесен чи малтан мĕн тумаллине сӳтсе явнă. Пĕр сăмахпа калас пулсан, инфратытăма аталантарса вăй илтермелли проектсемпе мӗнлерех ĕҫлемелли ҫинчен канашланă.

Ирхи ĕҫлĕ апатлану вĕҫленнĕ хыҫҫăн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭРА-ГЛОНАСС»: Цифра экономикинчи ГЛОНАСС» Пĕтĕм тĕнчери VIII –мĕш конгресс ĕҫне хутшăннă.   Мероприятине хутшăннисене  чи малтан экологи, транспорт ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн ятарлă представителĕ Сергей Иванов саламланă.  Патшалăхӑн автоматизациленĕ информацин ҫирĕп тытăмне хута яни ҫул-йĕр ҫинчи хăрушсăрлăха тивĕҫтерессипе ҫыхăннине асăннă ертӳҫĕ. «Ҫынсен сывлăхне тата пурнăҫне ҫăлса хăварасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Раҫҫей территорийĕнчи автоҫулсем ҫинче транспорт инкекӗсен шучĕ чакни пĕтĕмпех «ЭРА-ГЛОНАСС» тытăмпа ҫыхăннă», – тенӗ вăл.  Ҫĕнĕ система ытларах чухне ҫулсем ҫинче йывăр сусăрланнисене пулӑшу кӳрет. Йывӑр инкек вӑхӑтӗнче ҫынсем хăйсем тĕллĕн пулăшу ыйтма та пултараймаҫҫĕ. Кун пек чухне вĕсем патне асӑннӑ система пулӑшнипе тĕрлĕ служба специалисчĕсем туххăмрах ҫитсе пулăшу кӳме тытăнаҫҫĕ.

Иртнĕ ҫултан пуҫласа Раҫҫейре туса кӑларакан кашни транспорт хатӗрӗ ҫинех ҫавнашкал тытӑмпа усӑ курма май паракан  хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтараҫҫӗ.

Хальхи вăхăтра асӑннӑ тытăм урлă хулари мĕнпур транспорта ҫирĕп тĕрĕслесе тăма май пур.  Кăҫалтан пуҫласа коммерциллĕ майпа ӗҫлекен сервиссем те хута кайнă. ГЛОНАСС пурри уйрăмах харпăр хăй валли илнĕ автомашина хуҫисемшĕн усăллă, вĕсем те инкексенчен сыхланма пултараяҫҫĕ. Кун пирки автомашинăсене страхлакан компанисен представителӗсем те ҫирĕплетсех калаҫҫĕ. «ГЛОНАСС»  АО генеральнăй директорĕ Игорь Милашевский асӑннӑ ыйту уйрăмах кăҫал вырăнтан тапранчĕ тесе пĕлтернĕ.      

Паянхи мероприятине пухăннисем ытти информатизаци ыйтăвĕсем пирки те сăмах пуҫарнă, кашнинпех тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ.

«Гостиный двор»  территори комплексĕнче «Раҫҫей транспорчĕ»  ятлă пысăк курав ĕҫленĕ. Унта инфратытăм енĕпе ҫыхăннă проектсемпе паллашма меллĕ пулнă.  Чи пахи хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ йышши транспорт сферинчи техника тăрăмĕ.  

«Чăваш Республики хăш-пĕр проектсемпе ĕҫлеме хатĕр. Шупашкарта уйрăм объектсен проект ĕҫне тытăннă. Кунсăр пуҫне Мускав кĕперне те ҫак кунсенче хута ярĕҫ», палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин ҫул-йĕр хуҫалăхĕпе транспорт министрĕ Владимир Иванов.   

Пысăк малашлăхлă проектсене пурнăҫа кĕртессипе регионта тата та ĕҫсем пур-ха. Калăпăр, республикăра «ЭРА-ГЛОНАСС» вăй илтерсе ярасшăн. Палăртнă тытăма автомашинăсенче вырнаҫтараҫҫĕ. Енчен те инкек сиксе тухас пулсан, туххăмрах «112» служба кирлĕ пек мĕнпур специалистсем патне хыпарсене илсе ҫитерме май парать. «Ҫĕнĕ система ытларах чухне ҫулсем ҫинче йывăр сусăрланнисене пулӑшу кӳрет. Йывӑр инкек вӑхӑтӗнче ҫынсем хăйсем тĕллĕн пулăшу ыйтма та пултараймаҫҫĕ. Кун пек чухне вĕсем патне асӑннӑ система пулӑшнипе тĕрлĕ служба специалисчĕсем туххăмрах ҫитсе пулăшу кӳме тытăнаҫҫĕ», – ăнлантарнă Чăваш Ен транспорт министрĕ.

 Палăртнă кун Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Евгений Дитрих Раҫҫейри регионсен пуҫлăхĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ун чухне шăпах та, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăш-пĕр ыйтусене хускатнă. Халăх ытларах та ытларах транспорт туяннине кура, Шупашкарта уйрăм автомашина ҫулĕсем ҫинче йывăрлăхсем пулнине, объектсене модернизацилессипе йышăннă 2024-мĕш ҫулчченхи комплекслă Плана регионти ҫулсене кĕртсе хăварса тĕпрен ҫĕнетме ыйту тăратнă.  Тепĕр самант – Шупашкарти аэропорта ҫĕнетесси. Юлашки ҫулсенче ҫынсем асăннă транспортпа кулленех палăртнă вырăна тĕрлĕ хуласене ҫитсе килме кăмăл тăваҫҫĕ, кăтарту та сахал мар 250 пинрен те иртсе кайнă. Аэродрома реконструкцилеме вăхăт ҫитнĕ.  Тĕрлĕ хатĕрсем юрăхсăра тухма пуҫланă тесе хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.  Тепĕр ыйту пирки те чарăннă ертӳҫĕсем, Шупашкарти ГЭСА федераци пурлăхĕ ҫине куҫарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Уҫă калаҫăва пĕтĕмлетсе, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче журналистсемпе тĕл пулнă май,  ыйтусемпе Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ килĕшнине хыпарланă. «Паллă, проектпа смета ĕҫ хучĕсене сахал мар тӳрлетӳсем кĕрĕҫ, енчен те палăртса хунă тăрăх пăхас пулсан, пурĕ 6 ҫул хушшинче 2024-мĕш ҫулччен наци проекчĕпе ĕҫлеме республика валли 24 млрд уйăрасси куҫкĕретех. Асăнса хăвармалла, вĕсенчен 7 млрд федераци укҫи-тенки пулĕ», тенĕ Михаил Игнатьев, вăл укҫа виҫине «Мускав-Хусан» ВСМ строительство ĕҫне те кĕртнĕ. Кунсăр пуҫне «Европа –Хĕвел анăҫ Китай» автомашина ҫулĕн объекчĕ те пур.  Ку ĕҫсене пурнăҫлама хушма укҫ-тенкĕ те уйăрасси паллă тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ хуҫа.  

Аса илтеретпĕр, «Транспорт эрни» ĕҫлĕ пулăма ҫулсерен халăх йышлăн пухăнать.  Мĕнпур палăртса хунă мероприятисенчен чи пысăкки тесен те йăнăш мар.  Ăна яланхиллех, Раҫҫей Федерацийĕн  Транспорт министерстви йĕркелет, влаҫпа бизнес хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассишĕн тăрăшать. 

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2



21 ноября 2018
18:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter