Чăваш Републикинче Пĕрлехи информаци кунне малтанласа пĕтĕмлетнĕ

Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Републикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: медицина пулăшăвĕн пахалăх шайне ӳстересси, регионти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсене модернизацилес енӗпе йышăннă программăсене пурнăҫа кĕртесси тата ытти хăш-пĕр актуаллă темăсем пулнă.

Паян информаци ушкăнĕсен пайташĕсем халăхпа пĕрле 2018/2019-мĕш ҫулсенче кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта пушартан сыхланассипе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ.  Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси хуть хӑҫан та приоритетлă ыйтусен шутӗнче.  Раҫҫей Федерацийĕн уйрӑм саккунӗсене пенси тӗлӗшпе кĕртнӗ улшӑнусем пирки те паян ертӳҫĕсем халăха тĕплĕн ăнлантарса панă. 2018 ҫулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче ҫынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли Пĕтĕм Раҫҫейри пĕрлехи кун пулать, ун чухне те ҫӗнӗлӗхсене халăх патне илсе ҫитерĕҫ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче пĕтĕмпе 273 тĕлпулу ирттернĕ ертӳҫĕсем, унта республикăра пурăнакан 8 пин ытла ҫын хутшăннă.

Информаци ушкăнĕсем регионти аякра вырнаҫнă ялсене ҫитсе килнĕ, мĕнпур хуласемпе районсенче пулнă, ҫынсем кăмăлне пĕлнĕ, хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă. Йăлана кĕнĕ тăрăх граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнасси те яланхиллех кун йĕркинче тăнă.  Ҫак  кун 144 ҫын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илнĕ. Мĕнпур ыйтусене республика ертӳлĕхĕ тĕрĕслевре тытать.  Халăх час-часах хускатакан ыйтусем шутне ҫаксем кĕреҫҫĕ: ФАПсем хута ярасси, ҫулсене юсаса сарасси, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси тата ыттисем те.  



21 ноября 2018
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter