Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Налук службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Налук службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Налук органӗсен тухӑҫлӑ ӗҫӗ-хӗлӗсӗр патшалӑха йӗркеллӗн аталантарма май ҫук. Отрасль ӗҫченӗсен ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе республика бюджечӗн шайлашулӑхӗ, граждансен умӗнчи социаллӑ тивӗҫсене пур­нӑҫласси тӳрремӗн ҫыхӑннӑ.

Республикӑри налук службин сотрудникӗсен професси ӑсталӑхӗпе принциплӑхне тата паха опытне пула налук тӳлевӗсенчен мӗнпур шайри бюджетсене кӗрекен укҫа-тенкӗ шайӗ курӑмлӑн ӳссе пырать. Ҫакӑ реги­она малалла аталантарас тӗллевпе йышӑннӑ патшалӑх программисене укҫа-тенкӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме пулӑшать, – ҫавна май ҫул-йӗр инфратытӑмӗ лайӑхланать, социаллӑ сфера объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, обществӑлла хутлӑхсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстер­мелли тӗллевсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Налук служби хальхи вӑхӑтпа шайлашуллӑн аталанать: налук тӳле­кенсемпе хутшӑнса ӗҫлемелли майсене лайӑхлатать, налук хурассипе тата пухассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле йӗркелесе пыма пулӑшакан ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртет.

Пур пек вӑй-хӑватӑр ӗҫ-хӗл кӑтартӑвӗсене татах та ӳстерме, умри тӗллевӗрсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пыма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑ­ратӑп!

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ӗҫре ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                       Михаил Игнатьев



21 ноября 2018
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter