Чăваш Республикине Раҫҫей Федерацийĕн МИХсенче ĕҫлекенсем регионăн паха ĕҫ опычĕпе паллашас тĕллевпе ĕҫлĕ визитпа пулнă

В Чувашии представители федеральных СМИ изучают опыт создания межрегионального центра компетенций

Раҫҫей Федерацийĕнчи МИХсенче ĕҫлекенсем чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикине регионсен хушшинчи компетенци центрне йĕркеленин ӗҫ опычӗпе паллашма килсе ҫитнӗ.

Сумлă хăнасем хушшинче – «ФедералПресс» РИА Мускаври редакцийӗн, «Вечерняя Москва» ОАО хаҫат редакцийĕн ĕҫченӗсем, «Российское образование» федераци порталĕпе кадрсем хатĕрлекен Наци фончĕн специалисчӗсем, «ЗВЕЗДА» телекуравра ĕҫлекенсем.

Палăртса хăваратпăр, 2016 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжĕнче Регионсен хушшинчи промышленноҫ тата инженери технологийӗсем енӗпе ӗҫлекен компетенци центрне йĕркеленĕ. Ӑна туса хума федераци шайĕнче ирттернĕ конкурсра мала тухни витĕм кӳнĕ.  Хăнасем Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пулса курнă, унӑн паха ĕҫ опычĕпе паллашнă.

Каярах вĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа Правительство ҫуртĕнче ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов,   Шупашкарти электромеханика колледжĕн ертӳҫи Алексей Судленков хутшăннă.  Иван Моторин массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсене пирĕн тăрăха килсе курма кăмăл тунăшăн тав тунă. Тӗл пулу вӑхӑтӗнче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, ертӳҫĕсем кадрсене вӗрентсе хатĕрлес ӗҫ мӗнлерех пурнӑҫланса пыни ҫинчен каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов регионта йĕркеленĕ ҫĕнĕ центр паха специалистсене тĕнче шайĕнчи стандартсемпе килӗшӳллӗн  вӗрентсе хатĕрлеме пулăшнине палăртнă. 

 

Фоторепортаж



22 ноября 2018
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter