Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ хӗрарӑмсем! 

Сире пӗтӗм чунтан Анне кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

Ҫак чаплӑ уяв – пирӗн хаклӑран та хаклӑ аннемӗрсене – хамӑра пурнӑҫ парнеленӗ чи ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чун-чӗререн юратнине тата хисепленине ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем каласа палӑртма май туса паракан тепӗр лайӑх мел.

Мӗн авалтанпах анне сӑнарӗ юратупа тимлӗх тата ачашлӑх палли шутланать.

Анне – кашниншӗнех пурнӑҫра чи ҫывӑх ҫын. Ача амӑшӗ пуласси – хӗрарӑмӑн ҫутӑран та ҫутӑ ӗмӗчӗ-тӗллевӗ тата унпа пӗрлех ҫакӑ питӗ пысӑк яваплӑх та.

Эсир пепкесене пурнӑҫ пиллетӗр, вӗсене хӑвӑрӑн ачашлӑхӑра сав­са парнелетӗр, кил ӑшшипе унӑн хӑтлӑхне типтерлӗн упратӑр, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе ырӑлӑх идеалӗсене тӗрӗс-тӗкел сыхласа упрас ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр. Чӑваш Енпе Раҫҫей малашлӑхӗ – сирӗнте, мӗншӗн тесен шӑпах эсир вӗт ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсене, чӑн-чӑн патриочӗсене пӑхса ҫитӗнтеретӗр.

Патшалӑх политики амӑшлӑхпа ачалӑх институтне пулӑшса пыма тӗллев лартать. Хӗрарӑмсем валли мӗнпур ӗҫ-хӗл сферинчех хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса памалли майсем туса парас, ачасен хальхи телейлӗ пурнӑҫне тата ырӑ малашлӑхне тивӗҫтерес тесе эпир хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатпӑр. Социаллӑ пулӑшӑвӑн тӗрлӗ тӗсӗпе тивӗҫтересси йӗркеллӗн пурнӑҫланать, шкулсемпе ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, медицина учрежденийӗсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ.

Хаклӑ аннемӗрсем! Сире амӑшӗн ырми-канми те канӑҫсӑр ӗҫӗшӗн, чӑтӑмлӑхӑрпа иксӗлми вӑй-халӑршӑн тата ҫирӗп ӑсӑршӑн пысӑкран та пысӑк тав!

Сирӗн килӗрте яланах телей хуҫалантӑр, ачӑрсем сывлӑхлӑ пулч­чӑр, сире хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр тата шанӑҫӑра тӳрре кӑ­ларччӑр!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                   Михаил Игнатьев



23 ноября 2018
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter