Чăваш Ен Правительствипе Раҫҫей Центросоюз командисем хушшинче хоккей выляссипе юлташла матч иртнĕ

Состоялась товарищеская встреча по хоккею между командами Правительства Чувашии и Центросоюза РоссииЧӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн командипе Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз тытăмне кĕрекен организацисем пĕр-пĕрин хушшинче хоккей выляссипе юлташла матч ирттернĕ.  Палăртнă спорт ăмăртăвне Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз ертӳлĕхĕ ĕҫлĕ визитпа Чăваш Ен тăрăхĕнче пулнă май йĕркеленĕ.

Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн анлă ларăвĕ чӳк уйăхĕн 22–23-мĕш кунĕсенче иртет.  Республикăри Потребительсен обществисен пĕрлешĕвĕн канашӗн председателĕ  хыпарланă тăрăх,  РФ регионĕсенчен чылай хăна килсе ҫитнĕ. Официаллă ҫынсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма тĕллев лартнă. Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти кооператив институтĕнче пленарлӑ канашлу иртет, тĕрлĕ куравсем пулаҫҫĕ. 

Хоккей ăмăртăвне пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев юлташла матча хăнасен пуҫарăвĕпе йĕркеленине палăртнă, ĕҫ коллективĕсенче спорта кăмăл туни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ сăмаха тăсса.  Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнни ĕҫ тухăҫлăхне те ӳстерме витĕм кӳрет тенĕ Ертӳҫĕ Михаил Игнатьев.  Курма пыракансене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Профессионал спортсменсене тата спорта юратакансене пурне те иксӗлми вӑй-хал, ҫутӑ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатӑп тенĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов чи малтан хăйсене сумлăн кĕтсе илнĕшĕн ырласа республика ертӳлĕхне мухтаса тав тунă, спорт туслăха ҫирĕплетет тенĕ, пурне те ырлăх-сывлăх суннă.

Ăмăртусем хĕрӳ тупăшуран пуҫланнă. Командăсем ҫав тери ăста выляни куракансен кăмăлне хавхалантарса янă. Уйрăмах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шайба воротăна кĕртни чăн-чăн ăста спортсмен пулнине тепĕр хут ҫирĕплетрĕ.   Ăмăртусем 3:4 шутпа вĕҫленнĕ, хăнасем мала тухнă.

Фоторепортаж



23 ноября 2018
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter