Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн тата Ашшĕсен канашĕн председателĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕпе Алевтина Федоровăпа тата республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕпе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, демографи лару-тăрăвне ырă енне куҫарса пырасси – патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри тесе каланă. Чăваш Республикинче юлашки 5 ҫул хушшинче нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ 1,5 хут ӳснине пĕлтернĕ. Чи савăнмалли вара – регионта нумай  ҫул пурăнакансен шучĕ ӳсни. Раҫҫей статистики пĕлтернĕ тăрăх, 2017 ҫулта пирĕн республикăра уйрăлнă мăшăрсен хисепĕ чакнă, ку енĕпе кăтартăва РФ регионĕсемпе пăхас пулсан, ырă енпе, 8-мĕш вырăнта тăрать.

«Кăҫал тата та кăтарту лайăхланнă. Республикăра социаллă пурнăҫпа экономика тăнăҫлă пĕр тикĕс аталанса пынине ҫирĕплетет ҫакă.  Обществăлла организацисемпе тухăҫлă ĕҫлени те куҫкĕретех. Халăхăн кăмăл-туйăмĕ ырă енне куҫни савăнтарать.  Ӳлĕмрен те влаҫра ĕҫлекенсен ҫемье пуянлăхне упрассипе, йăла-йĕркесене ҫирĕп тытса пырассипе активлă ĕҫлемелле», – тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Сăмах май, чăвашсене ҫутта кăларакан  Иван Яковлев пиллесе хăварнă: «Ҫемьере – халăхăн тата патшалăхăн тĕрекĕ» тенине аса илнĕ.   

Обществăра тăрăшакансем республика Пуҫлăхне хăйсен пуҫаруллă ĕҫĕсемпе паллаштарнă, ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă.

Алевтина Федорова ҫулсерен республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн йышне ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫынсем хутшăнса пынине, вĕсем питĕ активлă пулнине палăртнă. «Бизнесра вăй хуракансем, ҫамрăк амăшĕсем хастар.  Кăҫал ака уйăхĕнче ҫĕнĕ йыш йĕркелерĕмĕр.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ĕҫлекен ҫамрăксем ҫав тери пуҫаруллă. Пĕрне-пĕри пулăшма ялан хатĕр», – тесе хыпарланă вăл.

Республикăри мĕнпур муниципалитетсенчи ЗАГС уйрăмĕсенче хĕрарăмсен канашĕсене йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви витĕм кӳнине пула, «Арҫынсен сывлăхĕ» текен проект пурнăҫа кĕчĕ.  Ҫамрăксем хушшинче ăнлантару ĕҫĕсем те сахал мар пулаҫҫĕ, ҫĕнĕлĕхсемпе специалистсем тĕплĕн ăнлантараҫҫĕ.  

Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ сусăр ачасем усракан ҫемьесене витĕм кӳрекен ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕртнĕ. Ҫирĕп конкурс витĕр тухнă хыҫҫăн, проект Президент грантне тивĕҫнĕ. Пĕлтĕр чăваш патшалăх пукане театрĕнче проекта тĕпе хурса ҫамрăк амăшĕсемпе тата ачисемпе тĕлпулу йĕркеленĕ, унта пĕтĕмпе 200 ытла ҫын хутшăннă.  

Алевтина Федорова 2019 ҫулта Чăваш Енре Еврази хĕрарăмсен форумне йĕркелеме май ҫук-ши тесе ыйтнă калаҫу вăхăтĕнче Михаил Игнатьевран.  Ун чухне социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки те анлăрах сӳтсе явма меллĕ пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Алексей Мурыгин хăйĕн сăмахĕнче, пĕлтĕр республикăри мĕнпур шкулсемпе ача сачĕсенче Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви пулăшнипе ашшĕсен канашĕсене йĕркеленĕ тенĕ.  Пуҫаруллă ҫынсем сахал мар тесе хыпарланă вăл. 2019 ҫулта патриотизм темипе ытларах ĕҫлеме плана кĕртнине, пултарулăхпа вĕренӳ темисем кун йĕркинчех тăрассине палăртнă председатель.  

«Ачасемпе професси шайĕнче ĕҫлемелле. Кун пирки манмалла мар. Ҫавăнпа та паха специалистсем тупса, вĕсемпе ытларах мероприятисене йĕркелемелле», тенĕ вăл. Регионта Ашшĕсен канашне ытти уйрăм пĕчĕк канашсемпе пĕрле пухса пĕр пысăк мероприяти йĕркелеме сĕннĕ Алексей Мурыгин. «Вăл ĕҫсене йĕркелесе ирттерме пысăк тăкак пулмĕ. Халăх хастар, ĕҫлеме юратать, пуҫаруллисем те сахал мар, ҫакă вара чи пахи», тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ председатель.

Яваплăха туйса хăйсен ĕҫне пурнăҫланă ертӳҫĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Шанатăп сире, активлă пурăнакан ҫынсемпе эсир калаҫса ҫĕннине пĕлессе, вĕсене ыттисене каласа парасса, халăхшăн усăллă ĕҫсем тăвасса», пĕтĕмлетнĕ калаҫăва Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



23 ноября 2018
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter