Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин Вĕренӳпе наука ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитетăн председателĕн ҫумĕпе Геннадий Онищенкопа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с первым заместителем председателя Комитета Госдумы по образованию и науке Геннадием ОнищенкоЧӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренӳпе наука ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитетăн председателĕн ҫумĕпе Геннадий  Онищенкопа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ку хутĕнче уҫă калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесовпа Николай Малов, Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская, Республикăри Потребительсен обществисен пĕрлешĕвĕн канашӗн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов хутшăннă.  Чи малтан калаҫу ĕнерхи спорт ăмăртăвĕ пирки пынă. Раҫҫей Федерацийĕн Центросоюз председателĕ  Дмитрий Зубов ҫапла каланă:  «Хоккей выляссипе чăн-чăн матч пулчĕ ĕнер.  Кану тапхăрĕсенче пăр ҫийĕн ярăнассипе ҫамрăксем хăйсен плтарулăхне кăтартса пачĕҫ.  Ăмăртăва курма пыракансем чылай, дикторсем, судьясем ăста. Калама ҫук ҫав тери хĕрӳ тупăшу иртрĕ», – тенĕ.   

Михаил Игнатьев регионта Пăр керменĕ кулленех халăха йышăннине, унта хăйсен ăсталăхне туптас текенсен шучĕ ӳссех пынине пĕлтернĕ.  Республикăра спорт инфратытăмĕ ҫĕнелсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Шупашкарта пуласлăхра тата та пысăк Пăр керменĕ хута каясси планра пур, вăл Кадет корпусĕн ҫывăхĕнче пулĕ.   Ачасене шкулта апатлантарнин пахалăх шайĕ пирки ертӳҫĕсем  сăмах пуҫарнă. Михаил Игнатьев ача сачĕсемпе шкулсене валли кирлĕ пек ятарлă хатĕрсем калăплакан предприяти Чăваш Енре пуррине хыпарланă.  Ялсенче, хуласенче шкулсем, ача сачĕсем кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсемпе ҫителĕклĕ таран пуянланнă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   «Ялсенче те халĕ шкулта пароконвектомат пур. Ачасене ҫитермелли апатсен пахалăх шайĕ куҫкĕретех пысăк», – ҫирĕплетсе каланă сăмаха Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн пуҫлăхĕ Надежда Луговская. 2018 ҫулхи кăтартăва илес пулсан, регионти шкулсенче  ачасене апат-ҫимĕҫпе туллин тивĕҫтерни паллă тенĕ ертӳҫĕ.  «Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫитес ҫул ача сачĕсенче кивĕ хатĕрсене пĕтĕмпех ҫĕннипе ылмаштарма плана кĕртнĕ», – пĕлтернĕ ырă хыпара Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăнана Геннадий Онищенкона сывлăх профилĕ пирки каласа кăтартнă, унпа республикăра пурăнакансем анлăн усă курнине хыпарланă. Паян ытти ыйтусем тавра та чылай сăмахланă, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă. Геннадий Онищенко Раҫҫей Центросоюз ĕҫне пысăка хурса хакланă, сахал мар ҫĕнĕ ҫул-йĕрсемпе ĕҫлет тесе палăртнă.  Совет самани тапхăрĕнче 36 пин тонна эмел курăкĕсене пухнă пулнă, паян та ҫак ĕҫ пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Фоторепортаж



23 ноября 2018
13:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter