Шупашкара пысăк автобуссем çитнĕ

Чăваш Ене хулара çÿрекен автобуссен пĕрремĕш партийĕ çитнĕ. Вĕсем транспорт реформине пуçлĕç. Кун çинчен хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн соцсетьри страницинче пĕлтернĕ.

Раштавăн 1-мĕшĕнче Шупашкар урамĕсенче пысăк тата вăтам автобуссем çÿреме тытăнĕç. Вĕсене Ликинскри автобус заводĕнче туса кăларнă. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче 38 автобус килнĕ, ку эрнере тата 77 çитĕ.

Çĕнĕ автобуссем 3, 5, 7, 12, 19, 20, 24, 26, 37 маршрутсемпе çÿрĕç. Раштавăн 1-мĕшĕнчен автобуссен 18 маршрутне рейсран кăларĕç, 15-ĕшĕн схемине улăштарĕç.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
23 ноября 2018
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter