Хĕллехи тапхăрта автомашина ҫулĕсене тирпейлесе тăрас ыйтăва паян планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă
Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухма пуҫличчен, вăл чи малтан хăй Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулни ҫинчен каласа панă. 2019-мĕш ҫулта Чăваш Республикине федераци хыснинчен каялла тавăрса памалли мар хушма укҫа-тенкĕ виҫи хăпарнине, кăтарту 3,218 млрд ҫитнине каланă. Пĕтĕмпе вара региона федераци бюджетĕнчен 22,648 млрд пулăшу уйăрĕҫ. Укҫа-тенкĕне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ 204-мĕш №-лĕ Указне пурнăҫа кĕртессипе йышăннă мероприятисем валли тăкакланассине хыпарланă республика Пуҫлăхĕ.
«Проектпа смета ĕҫ хучĕсене питĕ тирпейлĕ йĕркелемелле. Конкурссене ҫитес ҫулта пĕрремĕш кварталта йĕркелесе ирттермелле», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Транспорт эрни – 2018» мероприяти пирки те чарăнса тăнă, тĕп ĕҫсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республики 6 ҫул хушшинче 24 млрд илесси планра пур. Кунсăр пуҫне ВСМ «Мускав-Хусан» строительство ĕҫне пурнăҫлама та сахал мар укҫа уйăрма тĕллев лартнă.
Вырăнти, регион, федераци пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тирпейлесе тытса тăрасси кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине хыпарланă республика Пуҫлăхĕ. Уйрăмах хĕллехи тапхăрта объектсене тасатса тăрасси ҫав тери ҫивĕч тăрать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Пĕрремĕш юр ҫуса лартсанах эпир ҫулсем мĕнле пулнине курса ĕнентĕмĕр. Пĕтĕмĕшле пăхас пулсан йĕркеллĕ, ҫав вăхăтпах хăш-пĕр подрядчиксем хăйсене шанса илнĕ ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫламанни сисĕнчĕ», – хыпарланă Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче, регионта хĕллехи тапхăрта ҫулсене тирпейлесе тăма ҫителĕклĕ, техникăсем ялан хатĕр тăнине те асăннă.
Чăваш Республикинче пурĕ 12 364 ҫухрăм ҫул тăсăлса выртать.
Регион тăрăх выртакан федераци ҫулне вара «Воддорстрой» ТМЯО тата «ДЭП №139» АУО тирпейлесе пуҫтарса тăраҫҫĕ.
Регион пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене хĕллехи вăхăтра 4 подрядчик пăхса тăрать, вĕсем: «Воддорстрой» ТМЯО, «ДОРТЕХ» ТМЯО, КФХ Макаров А.Н. тата ИП Васильев А.В.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тирпейлесе тăракансен шучĕ сахал мар, кăтарту 150-ран та иртсе кайнă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Транспорт министерствине ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, объектсене епле тасатса тăнине кулленех асăрхама каланă.
«Ялсенче уйрăмах ҫулсем тепре чухне юрăхсăра тухаҫҫĕ. Унта та пирĕн халăх пурăнать. Пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланмалла. Шкул автобусĕсене ҫӳреме ҫулсене юртан тасатсах тăмалла, нимĕнле чăрмавсем те сиксе тухмалла мар. Васкавлă пулăшу паракан машинăсемпе те асăрхануллă ҫӳремелле, пăрлă ҫанталăксенче тимлĕхе пачах та ҫухатма юрамасть», – чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Подрядчиксем пирки хыпарсене Чăваш Республикин Транспорт министерствин сайтĕнче вырнаҫтарса пымалла, халăхăн кирек-епле ыйтăва та уҫăмлатма пĕлмелле.
«Хĕл анчах пуҫланчĕ, апла пулсан, пурин те хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымалла, пăтăрмахсем кăларса тăратма никамăн та ирĕк ҫук», – тепĕр хут асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.
«Волго-Вятскуправтодор» ФКУ пуҫлăхĕ Илдар Мингазов хăйĕн сăмахĕнче федераци пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене хĕлле валли епле хатĕрлесе ҫитерни ҫинчен каласа панă, 81 техника ҫула тухма ялан хатĕррине, пăрлаклă вăхăтра ҫулсем ҫине сапмалли ятарлă хатĕрсем те 100 процента ҫити хатĕррине пĕлтернĕ ертӳҫĕ. Сăмах май, 2018–2019-мĕш ҫулсенче федераци пĕлтерĕшлĕ ҫулсене реконструкцилеме «Волго-Вятскуправтодор» ФКУ 3 млрд чухлĕ пулăшу куҫассине те асăннă Илдар Мингазов. Ҫитес ҫулта Етĕрне тăрăхĕнчи объекта Сăр шывĕ урлă выртакан кĕпере юсаса ҫитерме плана кĕртнине палăртнă вăл, енчен те пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитерсен 2020-мĕш ҫулчченех объекта хута яма тĕллев лартатпăр тесе хыпарланă подрядчик. Михаил Игнатьев хуласем ҫывăхăнчи автомашина ҫулĕсем епле пулнипе кăсăкланнă.
Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова лару-тăру пĕтĕмпех лайăх тенĕ. Пур ҫĕрте те тирпейлĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Муниципалитетра икĕ подрядчик ĕҫленине, вĕсем: «Доркомсервис» АО тата «Благоустройство» ТМЯО тенĕ. Шупашкар хула пуҫлăхĕ Алексей Ладыков муниципалитетра «Дорэк» МУП ҫулсене тасатса тăнине каланă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хулари ҫулсем пирки кăмăлсăрланнă. Мускав ҫыран хĕрри таса маррине пăшăрханса каланă, паянхи кунччен те строительство ĕҫĕсем вĕҫленменни тĕлĕнтерет тенĕ. Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне объектсенче пĕтĕмпех строительство ĕҫĕсем вĕҫленессе шантарнăччĕ, кăлăхах, «Автодор» ТМЯО тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пĕтерменни куҫкĕретех. Канашлу вĕҫленес умĕн Михаил Игнатьев «Волго-Вятскуправтодор» ФКУ ертӳҫине Илдар Мингазова тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлесе хисепе тивĕҫнĕшĕн, автомашина ҫулĕсене тирпейлесе тăрас ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне парса чысланă, Ҫĕрпӳри объект – кĕпер пурнăҫа кĕни халăхшăн питĕ ырă ĕҫ пулчĕ тесе каланă. Малашне те тĕллевлĕн, пĕр-пĕринпе килĕшсе республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлессине шанса каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.