«Туслăх маякĕсем. Раҫҫей ҫывăхлатать» проекта хутшăнакансенчен тав ҫырăвĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ячĕпе килсе ҫитнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Регионсен хушшинчи нацисен килĕшĕвĕпе ĕҫлекен обществăлла юхăм председателĕнчен Руслан Гусаровран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.   «Туслăх маякĕсем. Раҫҫей ҫывăхлатать» проекта хутшăнакансен ячĕпе Чăваш Ене ҫак палăртнă ĕҫе хастар хутшăннăшăн мухтаса ырланă.  Республикăра хăнасене сумлăн кĕтсе илнĕшĕн, мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркеленĕшĕн, пысăк витĕм кӳнĕшĕн тата активлă мероприятисене ирттернĕшĕн тав тунă.

Аса илтеретпĕр, ҫурла уйăхĕн 2–18-мĕш кунĕсенче Раҫҫейре волонтерсен ҫав тери пысăк проекчĕ пунăҫа кĕнĕ.  Нацисен хушшинчи килĕшĕве сарас тĕллевпе «Туслăх маякĕсем. Раҫҫей  ҫывăхлатать», проект курăмлă ĕҫленĕ. Ун чухне пĕтĕмпе 120 ытла ҫын хутшăннă, ырă ĕҫ тăвакансем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă. Чăваш Енре пулнă волонтерсем регионăн йăли-йĕркисемпе, паллă вырăнĕсемпе кăсăкланнă, ырă ĕҫсем туса пулăшнă. Проекта хутшăннисем Ҫĕрпӳри  ҫăкăр комбиначĕн ĕҫĕпе паллашнă, пĕремĕксем епле пиҫсе калăпланса тухнине курса ĕненнĕ.  

«Туслăх маякĕсем» проекта 2016 ҫулта пуҫласа Мускаври аслă шкулсен студенчĕсем хутшăннă пулнă.  2018 ҫулта палăртнă юхăма Атăлҫи тăрăхне кĕрекен регионсем хутшăннă, вăл шутран Чăваш Республики  те хапăл тусах йышăннă.  Регионсен хушшинчи обществăлла юхăм ĕҫне тĕрлĕ ҫулсенчи ҫынсем хутшăнма кăмăл тунă. «Туслăх маякĕ» обществăпа влаҫ хушшинчи ҫыхăнăва ҫывăхлатать, комплекслă ыйтусене татса пама витĕм кӳрет, шалти туризма аталантарма май парать, ҫамрăксен патриотизм туйăмне вăйлатать.   

«Проект ертӳҫисем, ырă ĕҫ тăвакансем Чăваш Республики витĕм кӳнĕ ĕҫе пысăка хурса хаклаҫҫĕ.  Проекта хутшăнса республика тĕрлĕ халăхсем хушшинчи тăнăҫ пурнăҫа, туслăха ҫирĕплетсе пачĕ. Эпир сире пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр, ырă ĕҫсем туса пынишĕн мухтатпăр», – тесе палăртнă Михаил Игнатьев патне ҫырнă тав ҫырăвĕнче. 



26 ноября 2018
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter