Чăваш Республикинче Аннесен кунне анлăн ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Аннесен кунне ирттернĕ. Паллă пулăма регионти мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче анлăн йĕркеленĕ. Нумай ачаллă амăшĕсене саламлама Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ чаплă мероприяти хатĕрленĕ.

Палăртнă кун Аннесене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев ăшшăн саламланă.  

Пухăннă ентешсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов, Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Ыркăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин саламлама килсе ҫитнĕ.   

Аннесене саламланă май, Юрий Васильев палăртнă уяв пире пурнăҫ парнелекенсене тав тума, амăшĕн юратăвне, иксĕлми вăй-хала туйма витĕм кӳнине палăртнă. Анне кунĕнче кăна саламлани ҫителĕксĕр, вĕсене пирĕн кашни кун тимлĕх уйăрмалла, май килнĕ таран пулăшмалла тенĕ Ертӳҫĕ. «Паян пирĕнте мĕн ырри пур, ҫавсем пĕтĕмпех Аннепе ҫыхăннă.  Вĕсем пире тĕрĕс ҫул ҫине тăратнă. Тавах вĕсене, пирĕн юратнă Аннесене», тесе сăмаха малалла тăснă. Анне — чи çывăх та тăван çын, чи уçă та шанчăклă юлташ тата пирĕн пурнăçри чи хисеплĕ çын. Çак уяв кунĕнче амăшĕн савăнăçне туйнă, чи лайăх çулĕсене ачисене воспитани пама уйăрнă мĕнпур хĕрарăма тав тăватпăр.

«Анне пуласси — йывăр ĕç тата калама çук пысăк яваплăх. Кашни амăшне тăванĕсемпе çывăх çыннисен тĕревĕ, патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ. Çĕршыв ертӳçи, Чăваш Ен Правительстви пирĕн хĕрарăмсен ыранхи кунпа çыхăннă шанăçне çирĕплетмешкĕн пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Республикăра ача амăшĕпе ачалăх институтне патшалăх енчен пулăшассине туллин тивĕçтеретпĕр. Кăмăл-сипет никĕсне тата çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхне упраса хăварас енĕпе тимлĕх пушшех пысăк, вĕсем обществăпа политика тăнăçлăхĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çемье институтне çирĕплетес енĕпе тĕллевлĕн ĕçлетпĕр. Республика бюджетĕнче сахал мар укҫа пăхса хăварнă амăшĕсене тата вĕсен ачисене тĕрев пама, кăтарту 8,6 млрд танлашать. Пĕлтĕрхинчен 7 процент нумай пулни курăнать», – тенĕ  Юрий Васильев. Юлашки 5 ҫул хушшинче республикăра нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ куҫкĕретех ӳсрĕ. Социаллă пурнăҫ лайăх пулнине кура, демографи лару-тăрăвĕ те ырă еннех куҫса пырать.  

Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алевтина Федорова Аннесене саламланă май, пурне те пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çемьере ырлăх, чи пысăк ĕмĕтсене пурнăçлама сунатăп тенĕ. Уйрăм ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă, патшалăх тивĕҫтерекен пулăшусемпе тĕплĕнрех паллаштарнă. Уявра ытти хăнасем те ăшшăн саламланă, ҫак чаплӑ уяв пирӗн хаклӑран та хаклӑ аннемӗрсене хамӑра пурнӑҫ парнеленӗ чи ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чун-чӗререн юратнине тата хисепленине ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем каласа палӑртма май туса паракан тепӗр лайӑх мел тесе палăртнă.

Уявра тĕрлĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене саламланă, наградăсем парса хавхалантарнă. «Хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ» ята Етĕрнесем тивĕҫлĕ пулнă. Мероприяти чаплă концертпа вĕҫленнĕ.  Программа анлă та кăсăклă пулнă, пурин кăмăлне те уҫса янă.   

  Фоторепортаж



26 ноября 2018
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter