Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Налук службин ӗҫченӗсене саламланă

Глава Чувашии поздравил работников налоговой службы с профессиональным праздникомЧӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацин налук службин  Чăваш Республикинчи Управленийĕнче  налук службисенче тăрăшакансене савăнăҫлă лару-тăрура саламланă. Налук службинче вăй хуракансен тухӑҫлӑ ӗҫӗ-хӗлӗсӗр патшалӑха йӗркеллӗн аталантарма май ҫук тесе сăмаха пуҫланă Ертӳҫĕ. Отрасль ӗҫченӗсен ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе республика бюджечӗн шайлашулӑхӗ, граждансен умӗнчи социаллӑ тивӗҫсене пур­нӑҫласси тӳрремӗн ҫыхӑннӑ тенĕ вăл.

2018 ҫулта 10 уйăх хушшинче пĕтĕмпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 26,5 млрд танлашать тесе хыпарланă Пуҫлăх.  Кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе илес пулсан, 12,3 процент чухлĕ нумайрах тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле ӳсĕм пуласси паллă тата та налуксенчен 5 млрд пухăнасси куҫкĕретех. Республикӑри налук службин сотрудникӗсен професси ӑсталӑхӗпе принциплӑхне тата паха опытне пула налук тӳлевӗсенчен мӗнпур шайри бюджетсене кӗрекен укҫа-тенкӗ шайӗ курӑмлӑн ӳссе пырать. Ҫакӑ реги­она малалла аталантарас тӗллевпе йышӑннӑ патшалӑх программисене укҫа-тенкӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме пулӑшать, – ҫавна май ҫул-йӗр инфратытӑмӗ лайӑхланать, социаллӑ сфера объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, обществӑлла хутлӑхсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстер­мелли тӗллевсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Федерацин налук службин регионти управленийĕ Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫул кăтартăвĕсем тăрăх малти вырăна тухнă, Раҫҫейре вара хисеплĕ 7-мĕш пулнă. Михаил Игнатьев малашне те налук службин ĕҫченĕсене ӗҫ-хӗл кӑтартӑвӗсене татах та ӳстерме, умри тӗллевӗрсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пыма каланă, пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ӗҫре ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем суннă. «Ҫитĕнӳсем, паллах мĕнпур сферăра ĕҫлекенсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă тăрăшнăран пулса пыраҫҫĕ. Тĕрĕслевпе асăрхав службисен витĕмлĕхĕ сахал мар», – тесе каланă федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова.   Предприятисемпе организацисем хăйсем патĕнче вăй хуракансене «сăрă» схемăсемпе ĕҫ укҫине пама пăрахнă тесен те йăнăш мар. Ҫак ыйтăва вырăнтан хускатас тесе сахал мар тĕрĕслев службисем тимлĕх уйăрнă. Марина Петрова хăйĕн докладĕнче налук службин ĕҫченĕсем пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫленине хыпарланă. Налук служби хальхи вӑхӑтпа шайлашуллӑн аталанать: налук тӳле­кенсемпе хутшӑнса ӗҫлемелли майсене лайӑхлатать, налук хурассипе тата пухассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле йӗркелесе пыма пулӑшакан ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртет тенĕ ертӳҫĕ.

Палăртнă кун уява пухăннисене  Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина саламланă, малаше те ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă.

Ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса чысланă пуҫлăхсем. Тĕрлĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене палăртса хăварнă, вĕсене те наградăсемпе хавхалантарнă. Чи лайăх ĕҫлекен налук инспекторĕ ята тивĕҫнине саламланă, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисене те уйрăмăн палăртса хăварнă, ыттисемшĕн вĕсем яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каланă.

Фоторепортаж



27 ноября 2018
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter