Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуҫ Республикин промышленноҫ Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Геннадий Свидерскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с первым заместителем Министра промышленности Республики Беларусь Геннадием СвидерскимЧӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуҫ  Республикин промышленноҫ Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Геннадий Свидерскийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов,  РФ Хусан хулинчи Беларуҫ Республикин Посольствин ертӳҫи Олег Исаев, Беларуҫ Республикин Промышленноҫ министерствин СНГ ҫĕршывĕсемпе килĕшсе ĕҫлессипе тимлекен пай консультанчĕ Игорь Цыбулько,  «МАЗ» АУО генеральнăй директорĕн ҫумĕ – «БЕЛАВТОМАЗ» компанийĕн директорĕ Геннадий Скитов хутшăннă. Сумлă хăнасем региона ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Беларуҫ Республики Чăваш Республикипе тачă ҫыхăннине, стратегиллĕ партнер пулнине палăртнă. Кăҫал кăрлач-авăн уйăхĕсенче ытти ҫĕршывсемпе танлаштарсан, асăннă республикăпа тухăҫлă ĕҫлени куҫкĕретех. Вĕсен тăрăхĕнче калăпланса тухакан техникăсем ял хуҫалăхĕнче анлă сарăлнине, халăх кăмăлланине пĕлтернĕ вăл, тахҫантантанпах ĕнтĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем пулса пынине каланă.

Беларуҫ Республикин промышленноҫ Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ регион Ертӳҫине мухтанă, хăйсене чаплă кĕтсе илнĕшĕн тав тунă.  Ертӳҫĕсем республикăри предприятисене ҫитсе килнĕ, ĕҫлĕ ҫыхăнусем йĕркеленĕ.  Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академи хăйне евĕр пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса тăрать тесе хыпарланă Геннадий Свидерский. Пĕр пухăннă пек чухне унта хăнасем ял хуҫалăх тытăмĕнчи ыйтусене тарăн тишкернине хыпарланă республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева. «МТЗ» АУО,  «Гомсельмаш» АУО ĕҫлĕ ҫыхăнусене тата та сарасси пирки калаҫса килĕшнине каланă хăна.

Экономика форумĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев МТЗ директорĕпе вĕренӳ заведенийĕнче ятарлă классем уҫасси пирки калаҫса килĕшнĕ пулнă, ăна тĕпе хурса, шăпах та инженерсен факультетĕнче вĕрентӳ пайĕсем уҫăлнă.

Регион Пуҫлăхĕ пулас специалистсен техника тăрăмне питĕ лайăх ăнланмаллине, ăна тĕпчесе ăнкармаллине каланă. Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен техника ăсталăха ыйтать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

«Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессишĕн тăрăшса ĕҫлемелле.  Хальхи пунăҫпа килĕшсе тăракан техника уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ Геннадий Свидерский.  Икĕ ен паян Чăваш Республикинче ĕҫлĕ визит йĕркеленни ӳлĕмрен те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли виҫене сарасса шанса каланă, тĕлпулусем усăллă пулчĕҫ тесе хакланă.   

Фоторепортаж



28 ноября 2018
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter