Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ йĕркелесе ирттернĕ анлă видеоканашлăва хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ йĕркелесе ирттернĕ анлă видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.  Мероприятине Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсен ертӳҫисем, прокуратура тытăмĕнче тăрăшакансем, право хуралĕнче вăй хуракансем, Раҫҫей МЧСĕн тĕп аппарачĕн представителĕсем хутшăннă.

РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕҫе пухăннисемпе округри субъектсенче «Хăрушлăхсăр хула» АПК ыйтăвĕсем епле пурнăҫа кĕрсе пынине тĕплĕн сӳтсе явнă.

Игорь Комаров хăйĕн сăмахĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ыйту актуаллă пулнине, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă. Кулленех пурнăҫра вышкайсăр лару-тăрусем пирки, инкексем ҫинчен пĕлсех тăмаллине, вĕсене сирсе ярассипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пымаллине, кирлĕ пек мĕнпур мерăсене вăхăтра пĕлсе йышăнмаллине асăрхаттарнă.  Ҫирĕп йĕркесене пĕтĕмпех комплекслă туса пымаллине, вĕсене РФ субъекчĕсенче 2020-мĕш ҫулччен йышăнса хăварнине асăннă. Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенче курăмлă пысăк мероприятисем ирттернине те палăртнă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Сăмах май, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.     Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче тимлĕ пулмаллине, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме мĕнпур хатĕрсемпе тивĕҫтермеллине асăрхаттарнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче инфратытăм ҫирĕп пулмаллине, кăлтăксем пачах та сиксе тухмалла маррине каланă вăл.  Игорь Комаров регионсенче ведомствăсем хушшинче йĕркеленĕ ĕҫ ушкăнĕсен ĕҫне ҫивĕчлетмеллине, пĕрлехи диспечер службисене нимĕнле чăрмавсăрах ĕҫлеттерсе пымаллине те палăртнă.

Ҫӳлерех асăннă ыйтупа Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен регионсенче епле ĕҫлесе пыни пирки кĕскен федераци шайĕнчи кăтартусемпе палăртнă тытăмăн генеральнăй конструкторĕ Оксана Якимюк каласа панă.  «Хăрушлăхсăр хула» программăна пурнăҫа кĕртессипе йышăннă планпа тата мероприятисемпе ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тимлекенсем, право хуралĕнче тăрăшакансем, тĕрĕслевпе асăрхав службисенче вăй хуракансем тĕплĕн паллаштарса хăварнă.

Видеоканашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  регионти ведомствăсем  хушшинчи ĕҫ ушкăнĕн пайташĕсемпе «Хăрушлăхсăр хула» проект пурнăҫа мĕнле кĕрсе пынине тишкернĕ, «112» тытăм республика територрийĕнче епле сарăлнине ыйтса пĕлнĕ. 

Паллă, регионта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех тесе уйрăммăн палăртнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Видеосăнавсене пур ҫĕрте те вырнаҫтарнă, халăх кăмăллă. Кирлĕ пек службăсем ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытаҫҫĕ тесе асăннă вăл.

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви республикăри районсемпе хула администрацийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет, объектсенче видеосăнавсем ĕҫлеччĕр, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерччĕр тесе сахал мар ыйтусене хускатать, мерăсем йышăнма тăрăшать.

Кашни ҫул регионта республика бюджетĕнче  видеосăнавсем туянма укҫа-тенкĕ пăхса хăвараҫҫĕ.  Калăпăр, 2019 ҫул валли 130 млн уйăрнă, шкулсенче тирпейлĕх хуҫаланать, сăнавсем ҫителĕклĕ тесе каланă Михаил Игнатьев.  Регион Ертӳҫи канашлура палăртнă актуаллă ыйтусемпе малашне те ĕҫлесе пымаллине, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.

«Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Укҫа-тенкĕсене вăхăтра пăхса хăварса уйăрса пыратпăр.  Бюджетран куҫакан кашни тенкипе тĕллевлĕн усă курмалла», - сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Террора хирĕҫ кĕрешес ыйтăва та куҫран вĕҫертме юрамасть, транспорт тытăмне кулленех асăрхамалла, кадр ыйтăвĕсемпе те ĕҫлемелле тенĕ Михаил Игнатьев. Раҫҫейри МЧС Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Станислав Антонов Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Раҫҫей МЧС медальне парса чысланă. Регионта хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе туллин ĕҫлесе пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Фоторепортаж



28 ноября 2018
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter