Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Финансовая корпорация Открытие» офис управляющийĕпе Владимир Царевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Чебоксарский» филиал «Приволжский» банк «Финансовая корпорация Открытие» офис управляющийĕпе Владимир Царевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регион банк тытăмĕнче конкуренци пултарассишĕн ĕҫлеме хатĕррине, кун пек пулăм предпринимательсен пайĕнче ĕҫлекенсемшĕн ҫав тери лайăх тесе пĕлтернĕ. Республикăра пурăнакансем хăйсене кăмăла каякан банкпа килĕшсе ĕҫлеме пултарасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Владимир Царевăн професси пĕлĕвĕ пысăк тесе хакланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Вăл маларахри тапхăрта Шупашкарта ВТБ Банк филиалĕн ертӳҫи пулса ĕҫленĕ. Михаил Игнатьев ăна республикăна инвестици хывма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмах май, 2015-мĕш ҫулта Шупашкарта ВТБ 24 банкĕн Сервис центрĕ хута кайнă.
2017 ҫулта «Открытие» банк санаци процедурине лекнине палăртнă Владимир Царев. Ун чухне вара «Открытие» банкăн акционерĕ Раҫҫей Банкĕ пулса тăнине, унăн пайĕ 99,99 процент йышăннă тенĕ ертӳҫĕ. «Команда тĕпрен ҫĕнелсе улшăннă. Кăҫал ҫулталăк варринчен банк ĕҫе кӳлĕннĕ. 2020-мĕш ҫулччен аталану ҫĕнĕ ҫул-йĕрне палăртнă, тĕллевсем ҫĕнелнĕ», – пĕлтернĕ Шупашкарти офисăн ертӳҫи. 2020-мĕш ҫул тĕлне банк тупăшпа ĕҫлесе пыма палăртать, кăтартăва 70 млрд ҫитерме плана кĕртет. Кĕске вăхăт хушшинчех банкăн ӳсĕм пурри сисĕнет, тĕп кăтартусем хăпарни куҫкĕретех. 2020-мĕш ҫул валли палăртнă стратегиллĕ планра банк тытăмне ытти уйрăмсене те ҫыхăнтарасси пур, калăпăр, «Бинбанк» сферинчен. Пĕрлештерӳ ĕҫĕсене 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕнче вĕҫне-хĕрне ҫитерме палăртса хунă.
«Хăй вăхăтĕнче «Открытие» банк ушкăнĕнче пĕтĕмпе Раҫҫейри 14 банк шутланса тăнă. Кашни банкăн хăйĕн программи пулнă. Ӳлĕмрен «Стратеги-2020» пĕрлехи программăпа ĕҫлеме пуҫлĕ», – хыпарланă Владимир Царев.
Михаил Игнатьев «ФК Открытие» банкпа Чăваш Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва тытса пыма килĕшӳ хутне алă пуса ҫирĕплетме шухăш пуррине пĕлтернĕ. Пĕлсе тăма, «Открытие» банк Раҫҫейри вăйлă аталанса пыракан 10-шĕнчен пĕри шутланать. Финанс пайĕнче вĕсем 1993 ҫултан ĕҫлеме тытăннă. Вĕсем предприяти организацисемпе, вак тата вăтам бизнеспа, Private Banking анлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.