Правительство ҫуртĕнче Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн XI ларăвĕ иртнĕ

Сотрудничество Чувашской Республики с Республикой Беларусь продолжает расширятьсяЧӳк уйăхăн 28-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн XI ларăвĕ иртнĕ.

Канашлăва пуҫтарăннă хăнасене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă май, регион пĕр-пĕрин хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем пулнишĕн ҫав тери мăнаҫланнине, ăна упрассишĕн ҫине тăрсах ĕҫленине каланă.  Владимир Путин тата Александр Лукашенко икĕ патшалăх витĕмлĕхне кура, сахал мар ĕҫлĕ пулăмсем пулса пынине, кӳршĕллĕ ҫĕршывсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕҫленине каланă вăл сăмаха тăсса.   

Беларуҫ Республикипе Раҫҫей хушшинче тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ҫыхăнусем пĕр-пĕриншĕн усăллă пулнине, культура, йăла-йĕрке пуянлăхне упрама витĕм кӳнине асăннă Ертӳҫĕ.  

Ларура шăпах çав тĕллевсене, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Беларуç Республикин Правительстви суту-илӳпе экономика, ăслăлăхпа техника тата социаллă пурнăçпа культура енĕпе 2017-2019 çулсем валли тунă килĕшĕве тĕпе хурса палăртнă мероприятисене, ĕçе кĕртнине сӳтсе явнă. Çитĕнӳсем куçкĕрет. Беларуç Республики Чăваш Енĕн стратегиллĕ партнерĕ шутланать. Экспорт тата импорт хутшăнăвĕсен кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе вăл иккĕмĕш вырăнта тăрать. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 17,2 процент ӳснĕ, экспорт — 19,5 процент, импорт 16,3 процент хăпарнă.

Аса илтерсе хăваратпăр, 2015-мĕш ҫулта Михаил Игнатьевпа пĕрле сумлă делегаци Беларуҫ Республикинче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Ун чухне шăпах та, Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе палăртнă ҫĕршыв Президенчĕ Александр Лукашенко ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ пулнă. Александр Лукашенко икĕ республикăн пĕрпеклĕхĕ чылай тесе палăртнă пулнă, ҫут ҫанталăк, йăла-йĕрке, халăхăн кĕвви, тĕрри пĕрпекрех тесе асăннă.     Михаил Игнатьев виҫĕ ҫул каялла пĕр-пĕрин хушшинчи суту-илӳ ҫаврăнăшĕ кăштах хавшанине, халĕ вара каллех вăй илсе пынине пĕлтернĕ.   Кăтарту та сахал мар, ытти ҫулсемпе танлаштарсан хăпарнă, 30 процент ӳснĕ тенĕ вăл.

«Ӳсĕм пурри пире малашне тата та тухăҫлăха ӳстерсе пырса хавхалантарать. Экспорта промышленноҫ таварĕсене куҫарма меллĕ.  Пуласлăхри потенциал тата та пысăк пуласса туятпăр», палăртнă Михаил Игнатьев.

Раҫҫей Президенчĕн ятарлă представителĕ Михаил Бабич суту-илӳпе экономикăна аталантарас енĕпе тимлекен Беларуҫ Республикипе  вăл республикăри Раҫҫейĕн Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕсене питĕ лайăх пĕлсе тăрать. Апла пулсан пире тата та вăй илсе аталанса пыма меллĕ пуласси те куҫкĕретех.

Регион Ертӳҫи хăйĕн докладĕнче ял хуҫалăх пайĕнчи  икĕ республика хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «Машинно-тракторная техника акционерных обществ «МАЗ», «МТЗ», «Гомсельмаш», «АМКОДОР», «Бобруйскагромаш» хăйсем ҫинчен ырăпа пĕлтерчĕҫ, техника ҫирĕп, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать», тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Ăслăлăхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн XI ларăвĕ, тĕлпулусем малашне тата та ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрĕҫ. Нимĕнле чарусем те пулмĕҫ. Маларахри тапхăрсенче калаҫса килĕшнĕ ĕҫсене паян тата та анлăрах пурнăҫа кĕртме майсем туса парĕҫ», тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Михаил Игнатьев.

Беларуҫ Республикин промышленноҫ Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Геннадий Свидерский делегаци ячĕпе Чăваш Ен Правительствине сума сунса кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. «Чăнласах та туятпăр, икĕ республикăн халăхĕ пĕр-пекрех, ырă чунлă, кăмăллă кĕтсе илме пĕлеҫҫĕ.  Кирек-епле ĕҫе те яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ», тенĕ вăл. Беларуҫ техникисене агролизингпа вырнаҫтарса пырсан та питĕ аван пулнă пулĕччĕ тенĕ хăна сăмаха тăсса.  Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕнче Беларуç техникине вĕрентекен икĕ агрокласс уçнă, производство практикине Беларуҫ Республикинчи промышленноç предприятийĕсенче ирттерме калаçса татăлнă. Килес çул нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 75 çул çитет. Уява паллă тума Чăваш Енрен çамрăксене те кĕтнине хыпарланă хăнасем. Чăваш Енрен чылайăшĕ Беларуçе хӳтĕленĕ, ирĕке кăларнă. Вĕсен ячĕсем Беларуç историне ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Çамрăк ăру çакăн пирки пĕлме тивĕç тесе палăртнă сумлă делегаци ҫыннисем.  Çавăн пекех Беларуçре туса кăларнă автобуссене Шупашкара тивĕҫтернĕ. Малашне техника Шупашкарăн хитре урамĕсене илем кӳрессе, халăхшăн усăллă пуласса шанса тăратпăр тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Беларуҫ Республикин промышленноҫ Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Геннадий Свидерский.

Хăнасем асăннă кун регионти пысăк предприятисене ҫитсе килнĕ, «ЭЛАРА» АО ҫĕнĕ технологисене курса ĕненнине хыпарланă. Вăл кун регион кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин та тĕплĕн каласа панă. Унăн сăмахĕсем ҫумне хушса калаканĕ Хусанти Раҫҫей Федерацийĕн Беларуҫ Республикин Посольствин ертӳҫи Олег Исаев пулнă, вăл Беларуҫ Республикин ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.    

Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри 200 ытла предприяти ҫӳлерех палăртнă республикăпа кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫленине пĕлтернĕ. Экспорт тата импорт хутшăнăвĕсен кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе иккĕмĕш вырăнта тăнине ҫирĕплетсе хăварнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ ӳснĕ, экспорт, импорт чылай хăпарнă тесе сăмаха хушса каланă министр.  Беларуҫ Республикин делегацине «Релейная защита и автоматизация электроэнергетических систем России» тата Шупашкарта пулакан «РЕЛАВЭКСПО-2019» курава йыхравланă. Хăнасем хапăл тусах регионта иртекен ытти курăмлă мероприятине хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăн пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне Иван Моторинпа Геннадий Свидерский алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ҫитес мероприятине  ĕҫ ушкăнĕ Минскра ирттерме плана кĕртсе хăварнă. 

Фоторепортаж



29 ноября 2018
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter