Чăваш Ене хулара çӳрекен ҫĕнĕ автобуссен уҫҫисене парса чысланă

В Чебоксары прибыли 10 автобусов марки МАЗ в рамках расширения сотрудничества с Республикой БеларусьЧӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енре савăнăҫлă лару-тăрура хулара халăха илсе ҫӳретмелли ҫĕнĕ автобуссен уҫҫисене парса чысланă.   10 транспорта «Крокус Авто»  ТМЯО Минскри автомашинăсем калăплакан заводран туяннă.  Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Беларуҫ Республикин промышленноҫ Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Геннадий Свидерский, Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, «МАЗ» генеральнăй директорĕн ҫумĕ – «БЕЛАВТОМАЗ» компанийĕн управляющийĕ Геннадий Скитов хутшăннă.

Республика пуҫлăхĕ Беларуҫ Республикинчен килнĕ сумлă делегацине региона кăмăлласа ҫитнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе тĕллевлĕн ĕҫленĕшĕн ырланă.

«Эпир ĕҫлĕ ҫыхăнусене упрассишĕн тăрăшатпăр.  Икĕ республика хушшинче тахҫантанпах юлташла ҫыхăнусем тĕвĕленнĕ. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин тата Беларуҫ Республикин Пуҫлăхĕ Александр Лукашенко ырă туйăмпа яланах пĕр-пĕринпе канашлаҫҫĕ, вĕсем пире ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма вĕрентсе пыраҫҫĕ. Паянхи пулăм, шăпах та каланă сăмахсене пурнăҫа кĕртнине ҫирĕплетсе парать», – палăртнă Михаил Игнатьев.

Геннадий Свидерский хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей тата Беларуҫ Республики хушшинче ҫирĕпленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫитĕнӳсем тума пулăшнине, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха тытса пыма витĕм кӳнине каланă.

«Автобуссем ҫĕнĕ, паянхи пурнăҫ таппипе килĕшсе тăраҫҫĕ. Халăхăн кăмăлне каясса шансах тăратпăр», – тенĕ Геннадий Свидерский.   Кăҫал ҫулталăк вĕҫлениччен региона тата та 60 яхăн автобус килсе ҫитме пултарасса хыпарланă «БЕЛАВТОМАЗ»  компанийĕн управляющийĕ Геннадий Скитов. «Хула халăхĕ автобуссем лайăх пулнине хакласса ĕненетпĕр.  Ҫитес ҫул Раҫҫейри нумай хуласенче пирĕн техника сарăлĕ», – палăртнă вăл.   

Аса илтеретпĕр, транспорт реформине тĕпе хурса, 2018 ҫулта раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа  автобуссен 14 маршрутне улăштарĕҫ, 16-шне вара прахăҫлĕҫ.  Пысăк транспорт халăхшăн меллĕ, харăсах нумай ҫынна вырнаҫтарма пултарать.

Михаил Игнатьев ҫĕнĕ автобуссене пула, транспорт ыйтăвĕ уҫăмланать тенĕ. «Халăх таса та ҫутă, паха транспортсем ҫинче ҫӳреме пуҫлать.  Микроавтобуссем малалла сахаллансах пырасси куҫкĕретех.  Ҫул-йĕрсем ҫинче инкексен  шучĕ те чакĕ», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи.

Фоторепортаж



29 ноября 2018
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter