Шупашкарта Атăл-Вятка округĕнчи Арбитраж сучĕн наукăпа консультаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в заседании научно-консультативного совета Арбитражного суда Волго-Вятского округа Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта Атăл-Вятка  округĕнчи Арбитраж сучĕн наукăпа консультаци канашĕн ларăвĕ  иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Палăртнă мероприятине Атăл-Вятка округĕн Арбитраж сучĕн Председателĕ Андрей Толмачев уҫнă. «Чăваш Енре харпăр хăй ĕҫне, республикăшăн яваплăха туйса ĕҫлекенсем пурăнаҫҫĕ. Регионта активлă ĕҫлекенсем пуррине статистика кăтартăвĕсем ҫирĕплетсе параҫҫĕ. Регионта кассаци жалоби ҫыракансен йышĕ пысăк пулни куҫкĕретех, кăтартупа иккĕмĕш вырăнта тăрать», – тенĕ вăл.    

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫе пухăннисене, хăнасене саламланă май, Атăл-Вятка  округĕнчи Арбитраж сучĕн наукăпа консультаци канашĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пысăк витĕм кӳнине палăртнă. «Ҫĕнĕ чĕнӳсем хăйне евĕр йывăрлăхсем кăларса тăратаҫҫĕ. Бизнес-пĕрлешӳ пăшăрханать.  Пирĕн сирĕнпе пĕр пек тĕллев, чăрмавсене сирсе, тĕрĕс йышăнусем туса хăварасси.  Граждансен влаҫра ĕҫлекенсене шанмалла, пурсăмăрăн та патшалăх аталанăвĕшĕн таса чунпа саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пымалла», тенĕ вăл.  Арбитраж судĕнче ĕҫлекенсем малашне те граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлессе шанатăп тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев. Халăх судра ĕҫлекенсене ҫирĕп ĕненет. Кăтарту ҫулран ҫул ырă енне улшăнса пыни те куҫкĕрет. Специалистсен професси ӑсталӑхӗпе тӳсӗмлӗхне, прин­цип­­лӑхне тата тивӗҫе парӑннине пула, Чӑваш Республикинче саккун­сене пӑ­хӑн­­­нине асӑрхаса тӑрасси тухӑҫлӑн пурнӑҫланать, об­ществӑри ҫи­рӗп­лӗх вӑйланать тата  унӑн право культурин шайӗ ӳсет тенĕ вăл.  

Михаил Игнатьев регионта обществăлла-политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине палăртнă.  Чăваш Ен тăваттăмĕш ҫул ĕнтĕ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 10 регион шутĕнче шутланса тăрать, ҫав тери пысăк ӳсĕм.      Ку хутĕнче пуҫлăхсем стратегиллĕ предприятисен шăпи пирки те чарăнса тăнă, хăшĕсене патшалăх реонструкцилеме миллиардшар тăкакланать, халăх валли усăллă пулччĕр тесе тăрăшать. Енчен те шыв тасатса тăракан объектсене предпринимательсене парсан, вĕсем ун чухлĕ тирпейлесе те тăрайман пулĕччĕҫ.  Ҫĕнĕ технологи шыва ҫĕр хут лайăхрах тасатма пулăшать.  Раҫҫей Прокуратури, ҫут ҫанталăк прокуратури, тĕрĕслевпе асăрхав сужбисем, Роспотребнадзор пысăк хак панă вăл объекта. Ҫĕршыври чи ăнăҫлисенчен пĕри шутланать тесе палăртнă. Республика Пуҫлăхĕ пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче таса конкуренци пулмаллине, патшалăх туянăвĕсен тухăҫлăхне ӳстермеллине тата ыттине те палăртнă.  Ларăва пухăннисем актуаллă ыйтусем пирки те сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.     

Фоторепортаж



29 ноября 2018
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter