«Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри уҫă турнир иртет

В Чувашии проходит Открытый Кубок России по вольной борьбе среди женщин Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн уҫă Кубок иртет.

Спорт ăмăртăвне Монголирен, Беларуҫ Республикинчен, РФ 25 субъектĕнчен пĕтĕмпе пурĕ чи вăйлă ăста 117 спортсмен килсе ҫитнĕ.  

Чăваш Республикин чысне 7 спортсмен хӳтĕлет. Вĕсем: Алена Игнатьева, Екатерина Михайлова, Елизавета Смирнова, Надежда Краснова, Вероника Чумикова, Анастасия Яковлева, Алена Тимофеева.

Мала тухнисене медальсемпе дипломсем парса хавхалантарĕҫ.  Командăсем хушшинче хисепе тивĕҫнĕ ушкăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне чыслĕҫ. Шăматкун 10 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пăхăр медальсене ҫĕнсе илессишĕн спортсменсем тупăшĕҫ.

Каҫхи программа вара 17 сехетрен пуҫланать. Ун чухне спорт ăмăртăвĕсен торжествăлла пайне савăнăҫлă лару-тăрура уҫма тĕллев лартнă.  Чăваш эстрада ҫăлтăрĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнарĕҫ, пĕр сăмахпа каласан хаваслă шоу кĕтет мероприятине пухăннă халăха. Раҫҫейри паллă ушкăн Hi-Fi савăнăҫлă программа парнелет.

Ăмăртусене ҫак кун Интернетра тӳрĕ эфирта курма пулать. 



30 ноября 2018
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter