Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар юхан шыв портне йĕркелесе янăранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Глава Чувашии поздравил коллектив Чебоксарского речного порта с 50-летиемЧӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар юхан шыв портне йĕркелесе янăранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Акционерлă уҫă обществăра тăрăшакансене саламланă май, регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев организаци асăннă тапхăрта сахал мар Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тӳпе хывнине палăртнă.  Туризм вăй илсе пынинче те вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк тесе хакланă. Производствăра тата строительствăра усă курăнакан таварсене илсе килме вĕсем пулăшупа тивĕҫтерни куҫкĕретех тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Тĕп хулари юхан шыв порчĕ ҫав тери илемлĕ вырăнта вырнаҫнине асăннă Пуҫлăх хăйĕн сăмахĕнче. «Хула «хапхине» вĕсем уҫаҫҫĕ тесен те йăнăш мар. Пирĕн региона килекен хăнасем кулленех вĕсен пулăшăвĕсемпе усă кураҫҫĕ. Халăх кăмăллă, организаци ĕҫне пысăка хурса хаклать.  Вĕсен таврашĕнче яланах тирпейлĕх хуҫаланать, ҫынсем илемлĕхпе килленеҫҫĕ», тенĕ вăл.   Федерацин тĕллевлĕ программисемпе килĕшӳллĕн, республикăра Шупашкарти Атăл ҫыранĕн хĕрри кулленех илемленсе, объектсем реконструкциленсе пыраҫҫĕ.

«Шупашкар ытти хуласем пек мар, хăйне евĕр питĕ илемлĕ.  Пирĕн тĕллев – Чăваш Енĕн тĕп хулин сăн-сăпатне упраса хăварасси тата та илемлĕрех тăвасси»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Организацийĕн потенциалĕ пур, «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проектпа килĕшӳллĕн республика федераци хыснинчен 2024-мĕш ҫулччен 4 млрд яхăн тивĕҫнине асăнса хăварнă Ертӳҫĕ.  Кунсăр пуҫне ытти проектсем те сахал мар пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  «Мускав–Хусан» пысăк хăвăртлăхпа ҫӳретмелли чукун ҫул объектне хута ярасси те кун йĕркинчех.  «Миллион миллионĕпе строительство хатĕрĕсем  объектсенче кирлĕ пулаҫҫĕ. Вĕсене тĕрлĕ кĕтесрен илсе ҫитерме шăпах та, сирĕн пулăшу кирлĕ пулĕ», тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Пухăннă ентешсене Шупашкар порчĕн генеральнăй директорĕ Ванифатий Шайкин саламланă, ĕҫчешсене пысăк тав сăмахĕсем каланă. «Ăнăҫлă аталанса пыракан предприяти. Пуласлăхра тата та пысăк тĕллевсем пур.  Эпир ытти мероприятисене те йĕркелеме плана кĕртсе хăварнă, кирек-епле ĕҫе пурнăҫлама хатĕр», тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Мероприятине пухăннисене ытти хăнасем те саламланă, хисепе тивĕҫнисене яланхиллех патшалăх наградисене парса чысланă.   

Фоторепортаж



30 ноября 2018
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter