Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пиллĕк енлĕ спорт кĕрешĕвĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕпе Эдуард Зеновкапа тата палăртнă спорт тĕсĕн регионти федерацийĕн ертӳҫипе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче пиллĕк енлĕ спорт кĕрешĕвĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕпе Эдуард Зеновкапа тата палăртнă спорт тĕсĕн регионти федерацийĕн ертӳҫипе,  «Отделфинстрой» ТМЯО пуҫлăхĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче хăнасемпе пĕрле регион Ертӳҫи спортăн ҫак енне республикăра аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă.  «Чăваш Ен – спортпа туслă регион. Спорт инфратытăмне вăй илтерес тесе республика миллиардшар тенкĕ укҫа тăкакланă. Кăтарту та ҫук мар, ҫитĕнӳсем пысăк. Пирĕн ăста спортсменсене хатĕрлемелле, вĕсен Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклесе пымалла», – палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Сумлă хăна Эдуард Зеновка Михаил Игнатьева спорта аталантарса пыма пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Регионти палăртнă спортăн федерацийĕ ҫулталăк хушшинче ҫав тери пысăк ĕҫ йĕркелесе пынине асăннă.  Ҫитес ҫул ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнче шайĕнче  Global laser run city tour ăмăртăвĕсем Чăваш Енре пулассине хыпарланă хăна сăмаха май.  «Шăпах та, мероприятисене йĕркелесе ирттерни – спортăн ҫак тĕсне хисепленине ҫирĕплетет», – тенĕ вăл, ăна  пурнăҫа кĕртме федераци витĕм кӳрĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ.

Михаил Игнатьев республика ертӳлĕхĕ ăмăртусене йĕркелеме, вĕсем ҫӳллĕ шайра пулччăр тесе, пулăшасса каланă.  

Фоторепортаж



30 ноября 2018
16:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter