Михаил Игнатьев Раҫҫей Оборона министерствин ведомствăсем хушшинчи наукăпа практикăн IV-мĕш конференци ĕҫне хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – оборона мероприятийĕсене йĕркелеме ведомствăсене пĕр-пĕринпе ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлемелли тытăма ҫирĕп пăхăнса пырасси.   

Наука форумне уҫнă май, Раҫҫей ҫар ведомствин ертӳҫи хальхи пурнăҫ таппинче оборона ыйтăвĕсене татса парас ĕҫре патшалăх влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсен витĕмлĕхĕ пысăк пулмаллине, пĕлтерĕшĕ те кулленех ӳсмеллине каланă.

Генеральнăй штаб палăртнă плана Оборонăн тĕп управленийĕ ăнăҫлă  пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ. Шăпах та, вăл тытăм ведомствăсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнăва анлăн ҫирĕплетет тенĕ Сергей Шойгу.

«Паян оборона ресурсĕсемпе ҫĕршывра мирлĕ пурнăҫ пултăр тесе усă кураҫҫĕ. Вышкайсăр лару-тăрăва сирсе яма, чрезвычайлă пулăмран асăрхаса тăма, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме ĕҫлеҫҫĕ», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче оборона Министрĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ наци тĕллевĕсене палăртнă, 2024-мĕш ҫулсем валли стратегиллĕ план та йышăннă. Вĕсене пурнăҫа кĕртес тесе, Раҫҫей Оборона министерстви 2019–2025-мĕш ҫулсем валли йышăннă комплекслă Планра  вĕренӳ, наука, ҫар служащийĕсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас ыйтусене тарăн пăхса тухнă.

«Мĕнпур ыйтусене ведомствăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырсан кăна туллин тивĕҫтерсе пыма май пулать», – сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Сергей Шойгу. Раҫҫей оборонин Наци центрĕн пуҫлăхĕ Михаил Мизинцев хăйĕн докладĕнче ĕҫе  пĕтĕмпе 160 министерство, ведомствăсемпе патшалăх корпорацийĕсем, организацисем, РФ регионĕсенчи ĕҫ тăвакан влҫсен аслă органĕсем йĕркелесе тăнине палăртнă вăл.  Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине ҫирĕплетсе каланă.

Сергей Шойгу Раҫҫей Федерацийĕн оборона управленийĕн Наци центрĕ сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем тунине каланă. Вĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса, Раҫҫей Федерацийĕнчи кашни регионĕнче ĕҫлеме пултарнине каланă вăл. «Пĕлсех тăратăп, ҫавăн йышши наци центрĕсем Раҫҫей Федерацийĕнчи кашни субъектĕнчех йĕркеленсе каясса. Раҫҫей Федерацийĕн оборонине йĕркелесе пыракан Центр, субъектсенче вара экономикăна шайлаштарса пыраканни шутланать. Шăпах та, пуласлăх вĕсенче. Алă вĕҫҫĕн ĕҫлесси кая юлса пырать, информаци технологийĕсене тĕпе хурса, хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пыма вĕренмелле», – палăртнă Сергей Шойгу.  Раҫҫей Федерацийĕн Оборона министерстви ҫӳлерех асăннă центр ĕҫĕсене йĕркелесе пыма  регионсене пулăшма хатĕррине хыпарланă.

Видеоканашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта палăртнă центр ĕҫне йĕркелесе ярассипе ҫыхăннă ыйтусене хускатнă, ятарлă ведомство ĕҫченĕсене анлăрах ĕҫлеме каланă.  

Фоторепортаж



30 ноября 2018
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter