Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри наркотика хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ
Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри наркотика хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫе республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.
Мероприятине пуҫланă май, чи малтан регион Пуҫлăхĕ право хуралĕнче ĕҫлекенсене, ытти службăра тăрăшакансене пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Чăнласах та, комисси ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем туса пынине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.
«Халăх пире шанать тата ĕненет, йĕрке тăвасса кĕтет. Должноҫре тăракан мĕнпур ҫынсен хăйсене шанса панă ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа таса чунпа, яваплăха туйса ҫынсен ырлăхĕшĕн саккунсене пăхăнса ĕҫлемелле. Тухса тăракан кирек епле йывăрлăха та сирсе яма пĕлмелле, май килнĕ таран ҫĕнĕ условисене тĕпе хурса пымалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ытларах хуласем ҫывăхĕнчи ялсенче пăтăрмахсем сиксе тухма пултараҫҫĕ, вĕсене кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытмалла, тимлĕхе самантлăха та куҫран вĕҫертме юрамасть. «Наркотикпа ҫыхăннă пĕр инкеке те айăккине тăратса хăвармалла мар. Кашнине тĕплĕн пăхса тухса тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăвармалла. Право хуралĕнче ĕҫлекенсемпе мĕнпур ыйтусене тарăн сӳтсе явмалла. Вăл службăра тимлекенсем мĕнле яваплăх тыттармаллине питĕ лайăх чухлаҫҫĕ», – тесе сăмаха хушса каланă Михаил Игнатьев.
Тĕп ыйтусенчен пĕри – наркăмăш «аллисене» лекнисене вăхăтра сиплесси, каярах вара вĕсене тӳрĕ ҫул ҫине тăма витĕм кӳресси.
Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Лариса Арсентьева хăйĕн докладĕнче инкеке лекнĕ ҫынсене социаллă пулăшу паракан организацисем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикинче кун пек организацисем пĕтĕмпе виҫҫĕ, вĕсем: ЧРООСПР «Свобода», ЧРОО «Центр социальной реабилитации лиц, находящихся в трудной жизненной ситуации», ЧРОО «Здоровая Нация». 2018 ҫулта вĕсен пулăшăвĕпе пурĕ 8 ҫын усă курнине хыпарланă министрăн пĕрремĕш ҫумĕ. Чирсенчен сывалнă хыҫҫăн, вĕсене ĕҫпе тивĕҫтересси те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать, 2018 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 171 граждана реестра кĕртсе хăварнă. Ку ĕҫ малалла та анлăн пулса пынине палăртнă вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов наркăмăша пула айăпланнă ҫынсене медицина учрежденийĕсенче комплекслă сыватни ҫинчен хыпарланă, вĕсене валли сахал мар лайăх условисем йĕркеленине палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, тӳрĕ ҫул ҫине тăма специалистсем паха сĕнӳсемпе пулăшнине пĕлтернĕ.
Кăҫал пурĕ вунă уйăх хушшинче 204 ҫынна, наркăмăш «аллине» лекнисене реабилитаци уйрăмĕ витĕр кăларнă. Малашне те ятарлă служба ĕҫченĕсем республикăри мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсене тухса ҫӳреме, планпа килĕшӳллĕн профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме тĕллев лартнă тесе сăмаха вĕҫленĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ.
Республикăри наркологи диспансерĕнче йывăр лару-тăрăва лекнисене специалистсем палăртаҫҫĕ, вĕсемпе уйрăм калаҫусем ирттереҫҫĕ, сĕнӳсем парса пулăшаҫҫĕ. Палăртса хăвармалла, ҫак ĕҫе волонтерсем те хастар хутшăнаҫҫĕ, пăтăрмаха кĕрсе ӳкнисемпе тĕл пулса ырă сĕнӳсем параҫҫĕ.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп психиатор-наркологĕ Ирина Булыгина «Пурăнмалла» Юратмалла! Ĕненмелле!» форум ĕҫĕ пирки каласа кăтартнă, ҫамрăксене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма ытларах вĕрентмеллине хыпарланă. Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствинче наркотика хирĕҫ кĕрешекен Управленийĕн пуҫлăхĕ пулса тăрăшакан Данис Шакуров докладра наркотикпа алхасакансене вăхăтра тупса палăртнине, кирлĕ пек ҫивĕч мерăсем йышăнса хăварнине палăртнă. 2014 ҫултан пуҫласа вĕсем патĕнче учетра 858 ҫын тăнине хыпарланă вăл. Вĕсенчен нумайăшĕ сиплев витĕр тухнине, тĕрĕс ҫул ҫине тăнине асăннă.
Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин 2018 ҫулта наркăмăшпа алхасакансен йышне чакарма килнине, кăтарту ытти чухнехинчен 6,7 процент пĕчĕк тенĕ. Министр ҫак ĕҫе кулленех тĕрĕслесе тăма, патшалăх тытăмĕнче вăй хуракансене, тĕрлĕ организацисенче ĕҫлекенсене явăҫтарсан тата та аванрах тенĕ. Ыйту пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.
Ларура республикăри комисси ĕҫĕн пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă, плана комплекслă пăхса хăвармаллине асăннă. Яланхиллех хăш-пĕр район тата хула администрацийĕсенчи комисси ĕҫĕсен кăтартăвĕсене тишкернĕ, уйрăм ҫитмелĕхпе ӳсĕмсем пирки те чарăнса тăнă пуҫлăхсем. Хĕрлĕ Чутай тата Шупашкар районĕсен администрацийĕсенче ĕҫлекенсем хăйсен тăрăхĕнчи мероприятисем пирки каласа панă, кăтартусем пе паллаштарнă.