Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Диаконт» тата «Фармэко» медицина хатĕрĕсене тирпейлесе кăларакан компанисен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Диаконт» тата «Фармэко» медицина хатĕрĕсене тирпейлесе кăларакан компанисен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă клаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем «Канаш» социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне ҫирĕп аталантарса пыракан территоринче медицина хатĕрĕсене вырнаҫтарас ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Тĕплĕ калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хутшăннă.  Инвесторсем «Диаконт» ТМЯО Канаш хулинче регистрацилеме ĕҫ хучĕсене тăратнине каланă. Регион Пуҫлăхĕ проекта пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. Специалистсене пулас производствăра ĕҫлеме пĕлӳ шайне ӳстерсе пымалли мелсем ҫинчен сăмахланă, уйрăмах республикăри вăтам тата аслă шкулсенче тавра курăмлăха аталантарсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ.    

Инвесторсем хăйсен паха медицина таварĕсене ют ҫĕршывсене те илсе ҫитерме плана кĕртнине хыпарланă регион Пуҫлăхне. 

Фоторепортаж



30 ноября 2018
08:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter