Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Патшалӑх ырлӑхӗ – пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр, ҫакна пире 1612-мӗш ҫулхи истори пулӑмӗсем ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ. Пӑтравлӑха пӗр ушкӑна чӑмӑртанса тата пӗтӗм вӑя пӗрлештерсе кӑна ҫӗнтерме пулать, шалти хирӗҫӳлӗхсене пӗтерме тата тулашри хӑрушлӑхсем ҫине тивӗҫлӗ хурав пама та халӑх пӗршухӑшлӑ пулни кирлӗ.
Эпир пурсӑмӑр та Раҫҫее аслӑ, лайӑх аталанакан, хисепе тата мухтава тивӗҫлӗ патшалӑх пек курма ӗмӗтленетпӗр. Ҫӗршыва малалла ҫирӗппӗн аталантарас тата унӑн гражданӗсене лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнтарас ӗҫре обществӑн истори, ӑс-хакӑл пӗрлӗхне шанчӑклӑн упрани ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Вӑйлӑ ҫӗршыв тӗрекӗ шӑпах патриотизмпа йӑлана кӗнӗ кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем, пӗр-пӗрне хисеплени тата гражданла пӗршухӑшлӑх пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Хаклӑ ентешсем! Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика, ҫавӑнпа та тӗрлӗ халӑх йышне кӗрекен тата тӗрлӗ тӗне ӗненекен ҫынсем хушшинчи ырӑ кӳршӗллӗ хутшӑнусем пирӗншӗн яланах тӗп вырӑнта пулӗҫ. Эпир тӑван республика тата юратнӑ Ҫӗршывӑмӑр чечекленӗвӗшӗн пӗрле тӑрӑшатпӑр – вӗсен хальхи пурнӑҫӗпе малашлӑхӗшӗн кашниех яваплӑ.
Пирӗн мӑн асаттемӗрсен тивӗҫлӗ еткерҫисем пулмалла, хамӑрӑн аслӑ историне асра тытмалла тата Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Ҫак уяв кунӗнче пурсӑмӑра та пӗр-пӗрне ӑнланма, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх тата ырлӑх сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев