Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Члены Кабмина Чувашии одобрили законопроект о третьем уточнении республиканского бюджета на 2018 год

Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ.  Ларура Чăваш Республикин 2018-мĕш ҫулхи тата планпа пăхнă 2019-2020-мĕш ҫулсем валли йышăннă республика бюджетне улшӑнусем кĕртес ӗҫе тишкернĕ. 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2018-мĕш ҫулхи бюджет тата 1,7 млрд чухлĕ ӳсесси ҫинчен пĕлтернĕ.  Вăл шутран республикăн харпăр хăй тупăшĕ налуксенчен кӗрекен укҫа-тенке пула 1,6 млрд чухлĕ пысӑкланнине те асăнса хăварнă регион Ертӳҫи.  

«Питĕ лайăх кăтарту.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле кун пек ӳсĕм пулассине эпир шансах тăнăччĕ, тӗллев туллин пурнăҫа кĕни куҫкĕретех», - тенĕ вăл.  Регионта предприятисемпе организацисем «сăрă» схемăсемпе ĕҫлеме чарăннă, тĕрĕслевсем те ҫакнах ҫирĕплетсе параҫҫĕ.  Кăтарту та ҫук мар, ӳсĕм пурри пурсăмăра та малашне тата та лайăхрах ĕҫлеме хавхалантарать тесе пӗлтернӗ Ертӳҫĕ.  Бюджета тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫăн 1 млрд тенкĕ чухлӗ хушма пулăшу промышленноҫ производствине вăй илтерме тăкакланасси те паллă. Ҫакӑ республикăн инвестици климатне лайăхлатма тĕрев пулассине те пĕлтереҫҫĕ пуҫлăхсем. 

Муниципалитетсенчи культура ҫурчĕсене ҫĕнетсе улăштарма 700 млн уйăрма пăхса хăварнă, вăл шутран 247 млн халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтусене татса пама тăкакланĕ.  Паллă, кăҫал республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсене финанс тĕлĕшĕнчен ытларах пулăшу куҫарса парассине плана кĕртнĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхинчен  27 процент пысăкрах пулни те куҫкĕретех.  Михаил Игнатьев район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисене муниципалитетсен харпăр хăй тупăшне ӳстерессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине, вырăнти бюджета пысăклатассишĕн тĕплĕнрех тăрăшма чĕнсе каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тепĕр ырă хыпар та пӗлтернӗ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăҫа кĕртсе пыма федераци центрĕнчен 2019-2021-мĕш ҫулсем валли те укҫа-тенкĕ уйăрса хăварнине асăннă. Виҫĕ ҫул хушшинче Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавне аталантарса вăй илтерме пурĕ 2 млрд 442 млн 500 пин тенкĕ пăхса хăварнине палӑртнӑ республика Пуҫлăхĕ. Вĕсенчен 2019-мĕш ҫул валли – 750 млн 706 пин тенкĕ куҫать тесе хыпарланă вăл.  Кунсăр пуҫне республикăри икĕ объекта федераци программине кĕртсе хăварнине, хулари 2-мĕш №-лĕ ача-пăча больницине реконструкцилеме  федераци хыснинчен 208 млн 300 пин тенкĕ куҫарма плана кĕртнĕ. Шупашкарти нумай профильлĕ поликлиникăн строительство ĕҫне пурнăҫлама 160 млн уйăраҫҫĕ.  Ҫапла майпа вара, Чăваш Республикине федераци енчен 1 млрд 118 млн куҫасси паллă. 

«Пулăшусене пĕтĕмпех пысăк кăтартусене кура куҫарса параҫҫĕ. Тухăҫлă ĕҫленĕшĕн, ыйтусене вăхăтра тата туллин татса панăшăн, федераци регион ĕҫне пысăка хурса хаклать. Тĕрев пани те пĕтĕмпех ҫаксемпе ҫыхăннă», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене вӑл малашне те ҫапла тухăҫлă ĕҫлесе пыма кирлине каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджечĕн тупăш пайĕ улшӑнусем кĕртнĕ хыҫҫăн 2018 ҫулта 49407,9 млн танлашассине пĕлтернĕ, кăтарту 2017-мĕш ҫулхинчен 12,4 процент чухлĕ пысăкрах пулнине каланă.  2018 ҫулта республика бюджечĕн тăкак пайĕ 50648,2 млн танлашать.  Паллă, пĕлтĕрхинчен кăштах ӳснĕ, кăтарту 15,5 процентпа танлашать.

Светлана Енилина республика бюджечĕн тăкак пайĕ ҫинчен калаҫнă май, укҫа-тенкĕ ытларах хăш тытăма куҫнине палăртнă.  Республикăри шкулсене, ача сачĕсене хăпартса лартма тата та 413,3 млн куҫĕ.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вĕренекен ачасене валли шкул кĕнекисене туянма 44,1 млн тенкĕ куҫарма пăхса хăварнине те асăннă вăл сăмаха май.

Шупашкарти Гладков урамĕнчи 2-мĕш №-лĕ сиплев учреждение реконструкцилеме 15,8 млн пăхса хăварнă, пулăшăва медицина хатĕрĕсем туянма тăкаклама палăртса хунă.  

Культура пайне те сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать.  Культура тата архив пайĕн учрежденийĕн пурлăхпа техника тытăмне ҫĕнетсе улăштарма 118,8 млн уйăрнă. 

Спорт пайне те кулленех тĕрев куҫни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ку хутĕнче те асăннă тытăм валли хушма укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă, кăтарту 94,6 млн танлашать. Кулленхи юсав ĕҫĕсене йĕркелеме 39,7 млн пăхса хăварнă.  Саккун проектĕнче Чăваш Республикин Спорт министерстви ҫумĕнчи «СДЮСШОР №2» реконструкцилеме укҫа-тенкĕн виҫине 70 млн чакарнă. «2019-мĕш ҫул валли пăхса хăварнă бюджет проектĕнче кăтартусем пĕтĕмпех пур.  Ҫитес ҫулта Чăваш Республикин Спорт министерствин  биатлон трассине пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермелле», - ҫирĕппĕн палăртнă Чăваш Республикин финанс министрĕ.    

  Фоторепортаж



05 ноября 2018
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter