Патшалăх уявне, Халăх пĕрлĕхĕн кунне регионта пурĕ 24 пине яхăн ҫын хутшăннă
Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикинче мĕнпур районсемпе хуласенче Халăх пĕрлĕхĕн кунне анлăн паллă тунă. Патшалăх уявне регионта пурĕ 24 пин ытла ҫын хутшăннă. Тĕп уява Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре ирттернĕ, унта 5,5 пине яхăн ҫын пухăннă.
Торжествăлла пая пуҫтарăннă халăха чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Раҫҫейре пурăнакан тĕрлĕ халăхшăн ҫак уяв ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, туслăха, пĕрлĕхе ҫирĕплетнине каланă. «Патшалӑх ырлӑхӗ – пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр, ҫакна пире 1612-мӗш ҫулхи истори пулӑмӗсем ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ. Пӑтравлӑха пӗр ушкӑна чӑмӑртанса тата пӗтӗм вӑя пӗрлештерсе кӑна ҫӗнтерме пулать, шалти хирӗҫӳлӗхсене пӗтерме тата тулашри хӑрушлӑхсем ҫине тивӗҫлӗ хурав пама та халӑх пӗршухӑшлӑ пулни кирлӗ. Эпир пурсӑмӑр та Раҫҫее аслӑ, лайӑх аталанакан, хисепе тата мухтава тивӗҫлӗ патшалӑх пек курма ӗмӗтленетпӗр. Ҫӗршыва малалла ҫирӗппӗн аталантарас тата унӑн гражданӗсене лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнтарас ӗҫре обществӑн истори, ӑс-хакӑл пӗрлӗхне шанчӑклӑн упрани ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑйлӑ ҫӗршыв тӗрекӗ шӑпах патриотизмпа йӑлана кӗнӗ кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем, пӗр-пӗрне хисеплени», – тенĕ хăйĕн саламĕнче регион Ертӳҫи. Пурне те та пӗтӗм чунтан пысӑк телей, юрату, ӑнланупа ҫураҫулӑх, ӑнӑҫу тата тулӑх та мирлĕ пурнӑҫ сунатӑп тесе сăмахне пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи.
«Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – мирлĕ пурнăҫпа пурăнас текенсене пĕр чăмăра пухать. Паян эпир ҫакăнта пурте пĕрле пулма килĕшнине ҫирĕплетме пухăннă! Эпир Раҫҫейпе яланах пĕрле. Тăван Чăваш Енре нумай-нумай ҫулсем пурăнăпăр!», – тесе каланă Чăваш Ен тĕп хулин пуҫлăхĕ Евгений Кадышев.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов ентешсене саламланă май Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ историллĕ пулăма яланах асра тытма хистенине, вӑйлӑ ҫӗршыв тӗрекӗ шӑпах патриотизмпа йӑлана кӗнӗ кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упрама, пӗр-пӗрне хисеплеме тата гражданла пӗршухӑшлӑха тĕпе хурса пурăнма вĕрентнине каланă.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов уявра ҫынсене саламланă май, ҫак кун тĕрлĕ халăх ҫыннисене пĕр чăмăра пухса туслăн пурăнма пĕлнине кăтартса парать тенĕ. Эпир йывăрлăхсенчен нихăҫан та хăраманнине, вĕсене парăнтарма пĕлнине каланă депутат. Уявра ытти официаллă хăнасем те саламланă, пурте пӗр-пӗрне ӑнланма, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх тата ырлӑх суннă.
Уява пухăннисем валли палăртнă кун хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă, халăх пĕтĕм чун-чĕререн савăннă.