Пăр керменĕнче хоккей выляссипе юлташла матч пулса иртнĕ
Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче хоккей выляссипе юлташла матч пулса иртнĕ. Пăр ҫине ку хутĕнче Чăваш Республикин Правительство командипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ушкăнĕ тухнă.
Яланхиллех республика Правительствин спорт командинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Ăмăрту юлташла пулин те, тупăшу хĕрӳ иртнĕ. Икĕ команда хастар та ҫивĕч вылянă хоккейла. Ку хутĕнче ăмăртура туслăх ҫĕнтернĕ.
Палăртнă кун спорт ăмăртăвĕнче хоккей вылямалли ҫĕнĕ клюшкăсене алла илнĕ. Спорт таварне Тутарстан Республикинчен Пăр керменĕ валли туяннă имĕш. Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, ҫав тери меллĕ те чаплă тесе хакланă спортсменсем хоккей вылямалли клюшкăсене. Хакĕ те аван, пахалăх енчен те пысăк шайра тенĕ ертӳҫĕсем.
Аса илтеретпĕр, кăҫал Ульяновскра «Раҫҫей – спорт ҫĕршывĕ» форума Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хутшăннă. Ун чухне шăпах та, спорт хатĕрĕсене курса хакланă регион Ертӳҫи. Ҫав тери паха, тĕрлĕ спорт хатĕрĕсене халăх кăмăллани куҫкĕретех тенĕ вăл.