Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче хӑйсен тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫлакан пысӑк ӑсталӑхлӑ сотрудниксем ӗҫлеҫҫӗ.
Эсир паттӑр та тӳрӗ кӑмӑллӑ тата принциплӑ пулнипе, тивӗҫе тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннипе палӑрса тӑратӑр.
Сирӗн пурнӑҫ тата сывлӑх тӗлӗшӗнчен теветкеллӗхпе ҫыхӑннӑ ҫӑмӑл мар ӗҫӗр республикӑра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне шанчӑклӑн тивӗҫтерме май парать.
Эсир обществӑри йӗркелӗхе сыхлатӑр, преступлени тӑвассипе ҫирӗппӗн кӗрешетӗр, лӑпкӑ пурнӑҫа пӑтраштарса яма пултаракан хӑрушлӑхсемпе киревсӗр пулӑмсене хирӗҫ тӑратӑр. Сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре пула преступленисене уҫса парасси курӑмлӑн ӳсет тата обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайра упранать.
Хӑйсен нимрен паха опытне ҫамрӑксене паракан ветерансене, ҫавӑн пекех шалти ӗҫсен органӗсен мӗнпур ӗҫченне тав тӑватӑп.
Ҫӗршыв ертӳлӗхӗ ведомство умне лартнӑ пӗтӗм тӗллеве эсир малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп.
Сире пурсӑра та телей, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх, Чӑваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев