Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕпе Омар Муртузалиевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Сильнейшие представители вольной борьбы завершают спортивный год в ЧувашииЧӳк  уйăхĕн 30-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕпе Омар Муртузалиевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну пирки, спорт аталанăвĕ ҫинчен канашланă, пуласлăхри тĕллевсене сӳтсе явнă. Сумлă хăна пирĕн республикăна спорт ăмăртăвне курма килсе ҫитнĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсем хушшинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене ҫĕнсе илессишĕн  Раҫҫейĕн уҫă Кубокĕ иртет.  

Омар Муртузалиев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче кулленех тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусем иртнине, вĕсем ялан ҫӳллĕ шайра пулнине ҫирĕплетсе каланă. Ҫулталăк каялла ҫав тери паха мероприятисем, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раҫҫей Кубокне тата Чăваш Ен Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулнине асăнса хăварнă.  Кăҫал та ҫулталăка ăста спортсменсем вĕҫленине, улттăмĕш хут Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсем хушшинче пулакан ăмăртусене хапăл тусах хутшăннине палăртнă сумлă хăна.   

Михаил Игнатьев республикăра асăннă спорт тĕсĕ база йышне кĕнине, ҫамрăксем хастар хутшăннине хыпарланă.  Паянхи куна пĕтĕмпе 3000 ҫын хăйсен ăсталăхне спортăн ҫак енĕпе туптанса пынине уйрăмăн каланă вăл. Палăртма кăмăллă, хĕрсем те сахал мар, вĕсен шучĕ 500 яхăн. Вĕсене валли регионта пĕтĕмпе 24 шкул уйăрнă, условисем пĕтĕмпех ҫителĕклĕ, яш-кĕрĕм кăмăллă пулни те куҫкĕретех. Спорт резервне хатĕрлессипе пурĕ 81 тренер ĕҫлет.  Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне Чăваш Енрен 22 кĕрешӳҫĕ кĕнĕ.  Вĕсем тĕнче шайĕнче пулакан турнирсене яланах хутшăнаҫҫĕ.  Пурĕ 21 медаль, вĕсенчен 7-шĕ ылтăн тивĕҫнĕ.  

«Чăваш Республикинчи тренерсен йышĕ ҫав тери ăста, спортсменсем те сахал мар. Апла пулсан, мĕнле пулнă эпир спорт енĕпе малти вырăнта, ҫаплипех тăрса юлăр.  Кун пек пултăр тесе эпир те ҫине тăрсах тăрăшăпăр», тенĕ РФ Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Раҫҫей Кубокĕ «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче  чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Ăмăртусене чи вăйлă 117 спортсмен килсе ҫитнĕ, вĕсем Монголирен, Беларуҫ Республикинчен тата РФ 25 субъектĕнчен хастар хĕрупраҫсем.  Ҫĕнтеӳҫĕсене хăйне евĕр парне кĕтет, вăл хĕрарăм-кĕрешӳҫĕ ӳт-пĕвĕ кĕлетки евĕр илемлĕ статуэтка.

Фоторепортаж



01 декабря 2018
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter