Чăваш Республикин 2018 ҫул валли пăхса хăварнă бюджета паян ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пирки ыйтăва Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тишкернĕ

Чăваш Республикин 2018 ҫул валли пăхса хăварнă бюджета паян  ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пирки ыйтăва Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тишкернĕ.  

Чăваш Республикин Финанс министерстви Раҫҫей Правительстви субъектсенче экономика тытăмĕ хăватлă аталаннăшăн, кăтартусем пысăк пулнăшăн вӗсене укҫан пулӑшу парасси ҫинчен калакан ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнине тĕпе хурса, асăннӑ ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине пĕтĕмпе 192 млн 797,6 пин тенкĕ куҫнине пĕлтерет. Республикăри районсемпе хуласенче пурлăхран тата ҫĕршĕн илекен налуксене пуҫтарас ыйту тĕллевлĕн пулса пынине каланă регион Пуҫлăхĕ.  Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ те пысăк мар, обществăлла укҫа-тенкӗпе тухăҫлă усă курни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, федераци центрĕнчен куҫакан пулăшуран 64 проценчĕ ытла 125,1 млн тенкĕ професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма куҫарма сĕннĕ.  Ытти 21,7 млн вара, енчен те ҫемьере виҫҫĕмĕш ача ҫуралсан е тата мăшăрсем пепкене усрава илсен, уйăхсерен укҫапа пулăшу пама тăкаклансан аван тенĕ вăл. Республикăри районсемпе хуласенче, ăҫта налук пуҫтарассипе лайăх кăтартусемпе ĕҫленĕ, вĕсене тĕрев пама пĕтĕмпе 26 млн пăхса хăварнă.   «Федераци бюджетĕнчен кăҫал пĕтĕмпе 19,9 млрд куҫать.  Кăтартăва 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 25,3 процент чухлĕ пысăк пулни куҫкĕретех», – хыпарланă Светлана Енилина.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чăнласах та, федераци центрĕнчен кăҫал курăмлă укҫа-тенкĕ куҫнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă.  «Ҫав тери пысăк ӳсĕм.  Пĕлтĕр бюджетăн тăкак пайĕ 52 млрд танлашнă пулсан, кăҫал вара 59 млрд ҫитнĕ,  ҫакă республикăра пурăнакансен нумай ыйтăвне туллин пурнăҫлама май парать», – тенĕ регион Ертӳҫи.  Укҫапа пĕлсе тухăҫлă ĕҫлемеллине чĕнсе каланă Пуҫлăх. Йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăнă вăл. Шупашкар хули бюджет укҫипе туллин усă курса пыманни сисĕнет, кăтарту 900 млн иртсе кайнă. «Питĕ япăх ĕҫлетĕр, хамăр енчен сире укҫан пулăшупа тивĕҫтерессишĕн ҫине тăрсах тăрăшатпăр.  Хула администрацийĕ вара, хăй ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламанни куҫкĕретех», – асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  

Хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков кăлтăксене объектсен проектпа смета хучĕсем йĕркеллĕ пулманнипе сăлтавланă.  Экспертиза кăларакан специалистсем ҫителĕксĕр пулни те чăрмав кӳрет тенĕ вăл.  «Специалистсен ҫирĕп тĕрĕслемелле. Хăшĕ-пĕр объектсене тахҫанах хута янă, анчах та хут ҫинче вара вĕсем пачах та ҫук. Кун пек йĕркесĕрлĕх малашне пулмалла мар», – ҫирĕппĕн каланă регион Ертӳҫи. Ку кутĕнче экспертиза кăларакан центр ĕҫĕпе те кăмăлсăрланнă Пуҫлăх. «Ĕҫ нумай пулсан, ятарлă килĕшӳсене ҫирĕплетсе ытти специалистсене явĕҫтармалла. Ĕҫе чарса лартма никамăн та ирĕк ҫук», – каланă республика Ертӳҫи. Ларура Япони делегацийĕ Чăваш Республикинче ĕҫлĕ визитпа пулни пирки те кĕскен сӳтсе явнă, ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене хускатнă. 



10 декабря 2018
17:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter