Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партин ХVIII-мĕш Съезчĕн пленар ларăвне хутшăннă

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев принял участие в работе XVIII Съезда «Единой России»Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партин ХVIII-мĕш Съезчĕн пленар ларăвне хутшăннă.    Мероприятине пухăннисене чи малтан Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă.

Парти Председателĕ Дмитрий Медведев иртсе пыракан ҫулăн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, пуласлăх валли тĕллевсене палăртнă. Наци ыйтăвĕсене пурнăҫлассипе пурин те ҫине тăрса ĕҫлемеллине, уйрăмах унта «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти членĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмаллине каланă, йыша ҫĕнетсех тăмалла тенĕ.  

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕ тытса пыракан курса ырланă, йыша ҫĕнĕ пултаруллă ҫынсем кĕни тата та ҫĕршыва вăйлăрах аталанса пыма витĕм кӳрет тенĕ. Граждансен ыйтăвĕсене тивĕҫтерессипе пурин те тимлĕ пулмаллине, яваплăха туйса таса чунпа ĕҫлемеллине каланă.

«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти членĕсем умне ҫирĕп тĕллевсем лартнă ҫĕршыв Президенчĕ. Пурин те ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме тăрăшмалла, пĕр вырăнта тапăртатса тăма никамăн та ирĕк пулманнине асăннă, малалла ăнтăлассишĕн, ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн ырми-канми вăй хумалла тенĕ вăл.   

Пленар ларăвне пухăннисем ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн тишкернĕ, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă. Кадр ыйтăвĕсене ҫĕнĕрен пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă. Сахал мар уҫă калаҫусем ирттернĕ, актуаллă ыйтусене пăхса тухнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе, субъектсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Ҫумĕ, партийĕн Генеральнăй канашĕн Секретарĕ Андрей Турчак партийĕн регионти  обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ĕҫне пысăка хурса хакланă.  «Чăнласах та, регионти партийĕн йышăну уйрăмĕ курăмлă ĕҫлет, кăтарту та ҫук мар.  Граждансемпе влаҫ хушшинче ҫыхăну пурри куҫкĕретех.  Пурне те ҫак уйрăм йĕркеленсе кайнăранпа 10 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп.  Халăх сире шанать, сирĕн ĕҫе ăнланать, апла пулсан тăрăшни кăлăхах мар», тенĕ вăл.  

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, олимп чемпионĕ, паллă спортсмен Александр Карелин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева спорта аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, субъектра сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассипе анлăн ĕҫленине асăннă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ларура ҫав тери актуаллă ыйтусене сӳтсе явнине, халăха кăсăклантараканнисене те тишкернĕ тенĕ. «Пĕрле ĕҫлесе пурăнмалла!» парти программи пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пынине,  2015 ҫултан пуҫласа, Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйланă тапхăртан, халăх ырлăхĕшĕн тарăн ĕҫленине асăннă. «Пуласлăхри тĕллевсем пĕр шухăшлисене пухса, граждансемшĕн ырă ĕҫсем йĕркелесси, вĕсен ыйтăвĕсене татса парасси, саккунсене ҫирĕп пăхăнса пырасси», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.     

Палăртса хăваратпăр, партийĕн съездчĕ икĕ кун пынă.  Чăваш Енрен асăннă мероприятине РФ Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов, регионти партийĕн йышăну уйрăмĕн ертӳҫи Николай Николаев, делегатсем тата ытти официаллă ҫынсем хутшăннă.   

Фоторепортаж



10 декабря 2018
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter