Влаҫ органĕсен ĕҫ тухăҫлăхĕн хаклавĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Ен 193 млн яхăн тивĕҫет

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ырă хыпартан пуҫланă – Раҫҫей Правительстви субъектсенче экономика тытăмĕ хăватлă аталаннăшăн, кăтартусем пысăк пулнăшăн вӗсене укҫан пулӑшу парасси ҫинчен калакан ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Асӑннӑ ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, Раҫҫей Федерацийĕн 40 регионĕ  укҫан пулăшу илесси паллă. Чăваш Республикине пĕтĕмпе 192 млн 797,6 пин тенкĕ куҫать. 

Регион Пуҫлăхĕ республикăра предприятисемпе организацисенче шалу укҫине сăрă схемăпа тивĕҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине палăртнă. Республикăри районсемпе хуласенче пурлăхран тата ҫĕршĕн илекен налуксене пуҫтарас ыйту тĕллевлĕн пулса пынине каланă.  Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ те пысăк мар, обществăлла укҫа-тенкӗпе тухăҫлă усă курни куҫкĕретех тенĕ вăл. 

Инвестици явăҫтарас тĕлĕшпе те республикăн пысăк вӑй-хал пуррине хыпарланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  Апла пулсан, экономика динамикине кулленех ӳстерсе пымаллине палӑртнӑ, вăл шутрах «Канаш» ТОСЭР витĕмӗ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асӑнса хӑварнӑ. Чăваш Енри мĕнпур министерствăна ыйтусемпе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă.

«Кĕҫех муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ҫулталăкри ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен ĕҫлĕ канашлусем ирттерессине плана кĕртетпĕр.  Уҫă тĕлпулусем вăхăтĕнче ҫитменлĕхсем пирки сӳтсе явăпăр, ҫитĕнӳсемпе паллаштарăпăр.  Халăх пирĕн ума тĕрлĕ ыйту тăратать.  Бюджета тултарас тесен мĕн тумаллине е тата экономикăна ҫирĕплетессипе ҫыхăннă самансене хускатать», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Паян планерка хыҫҫăн тӳрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ пулса иртнĕ, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă, федераци енчен куҫакан пулăшупа тĕллевлĕн тата тухăҫлă усă курмаллине палӑртса хӑварнӑ. 

 



10 декабря 2018
13:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter