Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика парти ХVIII-мĕш Съездра пăхса тухнă актуаллă ыйтусем пирки каласа кăтартнă

Паян Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика парти ХVIII-мĕш Съездра пăхса тухнă актуаллă ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Палăртмалла, мероприяти Мускавра раштав уйăхĕн 7–8-мĕш кунĕсенче иртнĕ.   

Пленар ларăвĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партин Председателĕ Дмитрий Медведев палăртнă тĕллевсем пирки ăнлантарса панă, 2019-мĕш ҫул валли плана кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă тĕллевсем РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пуснă Указри ыйтусемпе тӳр килет тенĕ сăмаха тăсса. Халăх валли йышăннă ĕҫсемпе кăтартусем пысăк пулмаллине асăннă Ертӳҫĕ, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн пирĕнтен кашнин тăрăшмалла тенĕ.  Парти программисене пурнăҫлассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явма  мероприятинче уҫă калаҫусем йĕркеленĕ.  Ял территорисене аталантарас, таса ҫĕршыв, пурнăҫ пахалăхĕн шайĕ, экономика ӳсĕмлĕхĕпе ҫыхăннă самантсем пирки тарăн сăмахланă.  Чăваш Республикине ырă енпе сахал мар аса илнĕ тĕплĕ калаҫусенче Мускавра пулнă мероприятире. Съезд йышăнăвĕ паха, ăна делегатсем пĕр сасăллă пулса ырланă. Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ лартнă тĕллевсем ҫирĕп тесе хакланă пленар ларăвне пухăннисем. 9 пайран тăракан ĕҫ хутĕнчи ҫĕнĕлĕхсем пурне те килĕшнĕ, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа саккунсене пăхăнса ĕҫлесси кулленех кун йĕркинче тăрать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Съездра федерацин влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекен ертӳҫĕсемпе  уҫă тĕлпулусем ирттернĕ, хăш-пĕр ыйтусене пурнăҫа кĕртме республикăри ĕҫ тăвакан влаҫра тăрăшакансене уйрăм хушу панă. 



10 декабря 2018
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter