Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче пулакан спартакиадăн финал ăмăртăвĕсем иртнĕ

Состоялся финальный этап XVII спартакиады работников органов государственной власти Чувашской Республики и органов местного самоуправленияРаштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Канашри «Локомотив» ачасемпе ҫамрăксен спорт шкулĕнче  Чăваш Республикинчи патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, федераци службисем хушшинче ҫулсеренех пулакан спартакиадăн финал ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Паллă пулăма пухăннисене чи малтан регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата хăй ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев  саламланă.  Кăҫалхипе спорт ăмăртăвĕсем 17-мĕш хут йĕркеленсе иртнине, мероприяти мĕнпур тытăмри влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсене пĕр чăмăра пухма, пĕр-пĕринпе тарăнрах килĕшсе ĕҫлесе пыма витĕм кӳнине асăннă. Ырă йăла ӳлĕмрен те пурнăҫа кĕрсе пырассине, халăха сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма май парассине каланă.  Сăмах май, Юрий Васильев Канаш хулинче спартакиада ирттерни, «Локомотив» спорт шкулне реконструкцилени тата та ҫынсене спорта ҫӳреме савăнăҫ кӳнине, халăхăн кăмăлне ҫĕкленине асăннă. Палăртмалла, объекта 2019-мĕш ҫулта тĕпрен ҫĕнетсе пĕтерме плана кĕртнĕ.

Спорта килсе ҫитнисене ҫавăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Богаратов саламланă, пурне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă. Саламсем ҫумне хулари депутатсен Пухăвĕн председателĕ -  Канаш хулин ертӳҫи Андрей Константнов, Канаш хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов, Канаш районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов хутшăннă, хĕрӳ тупăшусенче чи маттуррисене мала тухма сĕннĕ.

Спартакиада виҫĕ ушкăнра иртнĕ. Патшалăх влаҫ органĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче.  Финал тапхăрта спортсменсем волейболла, шывра ишессипе, дартс ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Волейбол выляссинче мала тухаканни –  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администраци ушкăнĕ.

Федераци службисен регионти уйрăмĕсем хушшинче Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Тĕп управлени волейбол выляссипе мала тухнă.  Иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерстви, виҫҫĕмĕшне Налук служби тивĕҫлĕ пулнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче мала тухаканни Шупашкар районĕ пулнă, иккĕмĕшне Вăрнарсем, виҫҫĕмĕшне Патăрьелсем тивĕҫнĕ.  

Шывра ишес ăмртура Чăваш Республикин Спорт министерствине ҫитекенни пулман, иккĕмĕшне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администраци команди, виҫҫĕмĕшне вара Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви ҫĕнсе илнĕ.  Федераци органĕсем хушшинче Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Управлени мала тухнă, Шалти ĕҫсен министерстви иккĕмĕш вырăна ҫĕнсе илнĕ, Налук служби виҫҫĕмĕш пулнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче мала тухаканĕ Канаш районĕ, иккĕмĕшне Шупашкар районĕ, виҫҫĕмĕшне вара Йĕпреҫсем тивĕҫнĕ.

Дартс ăмăртăвĕнче мала тухаканĕ Чăваш Республикин Культура министерстви пулнă, иккĕмĕшне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администраци команди, виҫҫĕмĕшне Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви тивĕҫлĕ пулнă.  Федераци службисен регионти уйрăмĕсем хушшинче пулнă ăмăртура мала тухаканĕ Налук служби, иккĕмĕшне Казначейство служби, виҫҫĕмĕшне Айăплав пурнăҫлавĕн служби тивĕҫлĕ пулнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче пулнă ăмăртура вара Шупашкар районĕ мала тухнă, иккĕмĕшне Канашсем, виҫҫĕмĕшне Шупашкарсем тивĕҫнĕ.  Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, мĕнпур ăмăртусен кăтартăвĕсене пăхсан, малти вырăна тухаканĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн туслă команди, федераци службисем хушшинче Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствине ҫитекенни пулман, район тата хуласем хушшинче Шупашкар районĕ маттур пулнă. 

Фоторепортаж



10 декабря 2018
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter