Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Строительстви йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие во Всероссийском селекторном совещании Минстроя РоссииРаштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Строительстви йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă.  Мероприятине РФ строительство Министрĕн советникĕ Максим Егоров ертсе пынă.

Видеоканашлăва Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Максимов, унăн ҫумĕ – Чăваш Республикин тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин, нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелессипе ĕҫлекен фондăн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова, республикăри хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисем хутшăннă.  

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсасси. Хулан хутлăхне хăтлăлатас ыйту та кун йĕркинче тăнă. Ҫĕршывра программа пурнăҫа кĕме пуҫланнăранпа пурĕ 135 пин ытла нумай хваттерлĕ ҫурта юсанă. 17 млн ҫыннăн ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май килнине пĕлтернĕ ертӳҫĕсем. Пĕлтĕрхи ҫул ҫулталăк планне туллин пурнăҫланă. Кăтарту ҫулран ҫул ырă енне куҫса пыни куҫкĕретех. Укҫа-тенкĕне те халăх вăхăтра пухса пырать, кăтарту 92 процентран иртсе кайнă. Чăваш Республикинче 2014-2017-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе  нумай хваттерлĕ 1096 ҫурта тĕпрен юсаса ҫитернĕ.  2018 ҫулта нумай хваттерлĕ 321 объекта ҫĕнетме плана кĕртнĕ.

Раҫҫей Строительство министерстви документсене тирпейлĕ тытса пымаллине, ҫак ĕҫе волонтерсене те явăҫтарма сĕннĕ. Регионсенче программăпа епле ĕҫлесе пынине ҫивĕч тĕрĕслеве илессине хыпарланă.  Хула хутлăхне хăтлăлатас федераци программине тĕпе хурса регионсем паспорт хатĕрленĕ. Раҫҫей Федерацийĕн 75 субъекчĕ ҫак ĕҫе хастар хутшăннă. Тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе комплекслă туса пымаллине асăрхаттарнă РФ Строительство министерстви.  

«Ҫĕнĕ проект халăхшăн усăллă тата ҫитменнине питĕ кирлĕ. Хула вăй илсе пыни региона «ҫирĕп ура» ҫине тăма витĕм кӳрет», тесе палăртса каланă Министр советникĕ Максим Егоров.

Хулана хăтлăлатассипе пурнăҫланă чи паха проектсене конкурса тăратмаллине, вăл ĕҫе пĕчĕк хуласем те хутшăнма пултарнине пĕлтернĕ пуҫлăхсем. Муниципалитетсен ĕҫ хучĕсене хатĕрлеме пуҫламалла, хутшăнма кăмăл туни пирки раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерствине хыпарламалла.

Видеоканашлу вĕҫленсен, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ калаҫу пуҫарнă.  Хула администрацийĕсен пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн тăрăшмалла, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи. «Ҫулсем юсанине, ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуҫаланнине ҫынсен курмалла. Ҫак ĕҫе паллах, хăйсене те явăҫтарма пĕлмелле. Пуҫаруллă проектсем яланах актуаллă», –   каланă Михаил Игнатьев. Тĕлпулу самантĕнче ытти ыйтусем пирки те сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Фоторепортаж



11 декабря 2018
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter