Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн регионти йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

 Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫынсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă, хăйсене кăсăклантараканнисем ҫинчен каласа кăтартнă.  

Вăрмар районĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул директорĕ Петр Алексеев автомашина ҫулĕсем пирки ыйтăва хускатнă.  «Аниш» ҫулĕ ҫине тухмалли объекта юсав ĕҫне йĕркелеме пулмасть-ши тесе ыйтнă республика Пуҫлăхĕнчен.  Кун пирки ялта пурăнакансем тăтăшах ыйтăва ҫĕклеҫҫĕ тесе хыпарланă вăл.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 8 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулне ҫитес 2-3 ҫул хушшинче хута яма плана кĕртнĕ тенĕ. Вăтамран объекта тирпейлеме 42 млн тăкакланассине те пĕлтернĕ. Автомашина ҫулне ҫитес ҫулта строительство ĕҫне пуҫлама, ăна валли республика хыснинчен 27 млн пăхса хăварнине каланă Пуҫлăх.

Петр Алексеев хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче ял илемленсе пынине, ҫынсем кăмăллă пулнине, ҫĕнĕ Культура ҫурчĕ халăхăн кăмăлне уҫса янине хыпарланă.

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакан Нина Романовăна Валериан Толстов-Атнарский ячĕпе хисепленекен «Ҫын тата ҫутҫанталăк» халăх музейĕн шăпи хумхантарнă. Вăл объекта 1898 ҫулта ҫĕклесе лартнă.  Каярах унта шкул ачисене вĕрентнĕ. Пионерсен ҫурчĕ тесе те йышăннă. 1979 ҫултан пуҫласа краеведени музейĕ тесе палăртнă. Вăл ĕҫе шкулта вĕрентекен краевед    В.Г. Толстов-Атнарский пысăк тӳпе хывнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре Таланцевсен йăхне питĕ лайăх пĕлнине асăннă хăйĕн сăмахĕнче, вĕсене хисеплесе  Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫитнине халалласа 2019 ҫулта культура объектне тĕпрен ҫĕнетме палăртнă тесе пĕлтернĕ. Ăна валли пурĕ 7 млн бюджетра укҫа-тенкĕ уйăрса хăварнă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Чăвашсен «ниме» мелĕпе ҫуртăн таврашне тирпей-илем кĕртме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул директорĕн ҫумĕ Вера Николаева Чăваш Республикин Пуҫлăхне ырă сăмахсем каланă, шкулта спортзал юсама, хушма автобус пама пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Сăмах май, вăл шыв ыйтăвне хускатнă.  Ҫитес ҫул вĕҫлениччен шыв кĕртмеллине хыпарланă Пуҫлăх, проекта ялсене аталантарассипе ҫыхăннă программăна кĕртсе хăварнă тенĕ. Шыв пăрăхĕсене тăсма пĕтĕмпе 10 млн укҫа-тенкĕ бюджетра йышăннине асăннă регион Ертӳҫи. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтăва та тапратнă.  Ялтан килнĕ ертӳҫĕ вĕсен тăрăхĕнче нимĕнле кăлтăксем те ҫук тесе хыпарланă.  Халăх ăнланать, тавралăхра тирпейлĕх хуҫалантăр тесе ырми-канми тăрăшать тенĕ вăл.

Канаш районĕнчен килсе ҫитнĕ Таисия Иванова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕнчен Культура ҫуртне тума май ҫук-ши тесе ыйтнă. Ҫĕнĕ Шелттем тăрăхĕнче ҫамрăксем чылай пурăнаҫҫĕ, нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ те куҫкĕретех ӳссе пырать тесе хыпарланă вăл.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ыйту ҫине ҫапларах хурав панă: «Культура ҫуртне вăл ялта 2019 ҫулта хăпартса лартма тĕллев лартнă, ăна валли республика бюджетĕнче 14 млн уйăрса хăварнă», тенĕ.  Тепĕр тесен, вăл тăрăхра ял хуҫалăх тытăмĕ те вăйлă аталаннă, пуласлăх чăннипех те пысăк тесе сăмаха ҫирĕплетсе хăварнă регион Ертӳҫи.

Владимир тата Марина  Смирновсем Етĕрне тăрăхĕнчен килсе ҫитнĕ.  Вĕсен ыйтăвĕ ҫурт-йĕрпе ҫыхăннă. Ҫамрăк мăшăр пиллĕк ача пăхса ҫитĕнтерет. Пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшаҫҫĕ вĕсем. Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче республикăра ҫулсерен ҫуртсем туянма е тата хăпартса лартма ҫамрăксене сахал мар пулăшупа тивĕҫтернине асăннă. 2019 ҫулта республика хыснинче ыйтусене татса пама пĕтĕмпе 100 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Смирновсен ҫемйи ҫитес ҫул ҫĕнĕ ҫурт илме пултарасси куҫкĕретех тенĕ вăл.  Пĕр пухăннă пек чухне ача сачĕсенчи апатлантару уйрăмĕсенчи ятарлă хатĕрсем пирки чарăнса тăнă. Регион Пуҫлăхĕ паха мăшăра ырланă, ыттисемшĕн вĕсем ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине каланă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те тишкернĕ, ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. 

Фоторепортаж



11 декабря 2018
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter